Чăваш тумне ют çĕршыв çамрăкĕсем килĕштерчĕç

Юпа уйăхĕн 15-21-мĕшĕсенче Сочире çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ иртрĕ. Унта 180 çĕршыври 30 пине яхăн çын хутшăннă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие чăваш хĕр-упраçĕпе яш-кĕрĕмĕ те çитсе килчĕ. Çак кунсенче вĕсем тăван тăрăха таврăнчĕç. Фестиваль епле иртни çинчен пире Чăваш Ен делегацийĕн ертÿçи, ЧР Вĕрентÿ министерствин çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ Анна Головина каласа кăтартрĕ. Чăваш тумне ют çĕршыв çамрăкĕсем килĕштерчĕç.

— Пĕтĕм тĕнчери фестиваль — историллĕ пулăм. Унта хутшăнакансене питĕ ăнчĕ, вĕсем — чи телейлисем. Пирĕн çĕршывра виççĕмĕш хут иртнĕ фестиваль тĕрлĕ наци çамрăкĕсене пĕрлештерчĕ. Унăн программи питĕ пуян пулчĕ. Çамрăксем спорт, культура тата вĕрентÿ мероприятийĕсене хастар хутшăнчĕç. Тавлашу лапамĕсенче паллă çынсемпе курса калаçрĕç. Политиксемпе спортсменсен, телерадиоертÿçĕсемпе çыравçăсен, актерсен лекцийĕсене тимлĕн итлерĕç. Тренингсенче хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне аталантарчĕç. Пирĕн хĕрсемпе яшсем кашни «çавра сĕтеле» хутшăнма тăрăшрĕç. Чылай çынпа курса калаçрĕç, пĕр шухăш-тĕллевлĕ яшсемпе хĕрсене тупрĕç. Тус-юлташпа пуянланчĕç. Çак çыхăну вĕсене малашне вĕренÿре тата ĕçре пулăшса пырасса шанатăп. Сăмахран, чăваш ачисем Ростов çамрăкĕсемпе туслашрĕç. Вĕсен йышĕ пысăкчĕ — 450 çын.

— Чăваш Ен çамрăкĕсем спорт ăмăртăвĕсенче тăрăшуллă пулнă теççĕ...

— Чăн та, пирĕннисем спортпа туслă пулнине тепĕр хут ĕнентерчĕç. 100 ытла çын ГТО нормативĕсене пурнăçласа ятарлă палла тивĕçрĕ. Пĕтĕм тĕнче Универсиадин çĕнтерÿçи Полина Федорова унта чи лайăх результат кăтартрĕ. Спорт клубĕсен ассоциацийĕ ирттернĕ ăмăртусенче маттур пулчĕç. Унта та наградăсăр юлмарĕç вĕсем. Тĕрлĕ халăхăн спорт тĕсĕсемпе кăсăкланса паллашрĕç. Вĕсенче мала тухаймарĕç пулин те уйрăм тупăшусенче хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхрĕç. Калăпăр, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУри Никита Иванов баскетбол мечĕкне ывăтас енĕпе чи пултарулли пулса тăчĕ. Чăваш кадет корпусĕнче ĕçлекен Михаил Проханов чупас енĕпе фестиваль рекордне çĕнетрĕ. Фестивальте Чăваш патшалăх университетĕнчи «Атланта» волейбол командин хастарĕсем те палăрчĕç. Акă, Алина Галеевăпа Елена Кожепорова мăшăрсен тупăшăвĕнче финала тухрĕç. Паллă тренерсем ирттернĕ мастер-классенче ăсталăхне туптарĕç.

— Фестивальти сăн ÿкерчĕксене пăхнă май чăваш тумĕллисене те сăнарăм...

— Юлашки кун тĕп сцена çинче наци тумĕсемпе паллаштарчĕç. Унта чăвашла тумланнă 10 çын хутшăнма тивĕç пулчĕ. Вĕсене кастинг ирттерсех суйларĕç. Пирĕн наци тумĕсемпе ют çĕршыв çамрăкĕсем те питĕ кăсăкланчĕç. Хăйне евĕр те хитре пулнипе илĕртрĕ ахăртнех. Пирĕннисем чăваш юррисене шăрантарчĕç, ют çĕршыв çыннисене те вăййа явăçтарчĕç, вĕсене ташлама вĕрентрĕç. Малалла вулас...

Андрей МИХАЙЛОВ калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.