Чăваш тухтăрĕсем чечен ачисене çăлнă
15 Feb, 2019 | Сывлăх

Чăваш тухтăрĕсем Чечняра тӳлевсĕрех темиçе операци ирттернĕ, кун çинчен «Грозный» информаци агентстви хыпарланă.

Ачасене çуралнăранпах кăкăр шăмми улшăнăвĕ аптăратнă. Пĕр эрне хушшинче Анатолий Павлов ача-пăча тухтăрĕ тата Дмитрий Лукоянов реаниматолог-анестезиолог 7 ачапа операци ирттернĕ. Ĕçе чечен тухтăрĕсемпе пĕрле Гудермес больницинче пурнăçланă. Чăваш Ен специалисчĕсем Чечняри сыватмăшсене кирлĕ хатĕрпе аван тивĕçтернине, çавна пула кăткăс операци ирттерме аван пулнине палăртнă. Çакнашкал кăткăс операцие çĕршыври хăш-пĕр больницăра çеç ирттернине те пĕлтернĕ.

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА.
Сăн ÿкерчĕке http://grozny-inform.ru сайтран илнĕ

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас