Чăваш таможня посчĕ - 1-мĕш вырăнта

15 Кăрлач, 2016

Кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чулхула таможнин пуçлăхĕпе, таможня службин генерал-майорĕпе Юрий Лушниковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Регион ертÿçи таможня пуçлăхне тухăçлă ĕçтешлĕхшĕн тав тунă. "Хăйсен ĕçĕпе пирĕн предпринимательсен тем тĕрлĕ ыйтăва та татса пама тивет, çапах вĕсен Чăваш Республикин таможня сотрудникĕсен ĕçĕ тĕлĕшпе нимĕнле ÿпкев те çук. Бизнесменсен çак шанăçне эпир малашне çирĕплетсе кăна пырасса шанатăп”, - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев юлашки çулсенче таможня операцийĕсен вăхăчĕ палăрмаллах чакнине, çавна май çынсен нумай кĕтмелле маррине тата вăрăм черетре тăма тивменнине палăртнă.

Юрий Лушников 2015 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш таможня посчĕн коллективĕ ĕç пахалăхĕпе тата ĕç-хĕл тухăçлăхĕн тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе Чулхула таможнин таможня посчĕсен хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннине пĕлтернĕ. Вăл республикăри таможня посчĕн çĕнĕ ертÿçипе те паллаштарнă. Федерацин таможня службин 2015 çулхи раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнчи хушăвĕпе таможня службин полковникне Игорь Михайлович Зуева /сăн?керчĕкре/ Чулхула таможнин пуçлăхĕн заместительне - Чăваш таможня посчĕн пуçлăхне уйăрса лартнă. И.Зуев таможня органĕсенче 1990 çултанпа, службăна инспектор должноçĕнчен пуçланă. 2006 çултанпа вăл Саратов таможнин пуçлăхĕн кадрсемпе ĕçлекен заместителĕ пулнă.