Чăваш спорчĕн çутă çăлтăрĕ

5 Нарăс, 2016

Олимп вăййисенче, тĕнче тата Европа чемпионачĕсенче медальсем çĕнсе илнĕ спортсмена чăннипех те «спорт çăлтăрĕ» теме пултаратпăр. Чăваш спортсменĕсем Олимп вăййисенче - 16, тĕнче чемпионачĕсенче 200 ытла медаль çĕнсе илме пултарнă. Вĕсенчен чи çутă çăлтăрне палăртас пулсан, паллах, вăл - хăвăрт утас енĕпе СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, XXV тата XXVI Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ тата чемпионки, тĕнче рекордсменĕ Елена Николаева. Çак кунсенче çĕршыври чи мухтавлă спортсменкăсенчен пĕри юбилейне паллă турĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Акшик ялĕнче çуралса ÿснĕ Елена Николаева пĕтĕм чăваш халăхне чаплă ентешĕ - СССР виççĕмĕш космонавчĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ А.Г.Николаев - пекех çÿллĕ шая çĕклерĕ. Вăл тăван республикăн чысне Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче те, тĕнче чемпионачĕсенче те 20 çул хÿтĕлерĕ.

1983 çулта Октябрьскинчи вăтам шкулĕнчи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă Елена Кузнецова республика чемпионатĕнче, унтан Пĕтĕм Раççейри «Урожай» физкультурăпа спорт обществин чемпионатĕнче çĕнтернине лайăх астăватăп. Çав çулхинех Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн 17 çулти студентки РСФСР чемпионатĕнче 5 çухрăмлă дистанцире спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Çавăнтанпа çулленех пысăк ăмăртусене хутшăнчĕ чăваш хĕрĕ. Унăн килĕнче - 150 ытла медаль.

Паллах, 2003 çул та асрах. Европа кубокне çĕнсе илессишĕн Шупашкарта иртнĕ ăмăртура 37 çулти Елена Николаева 20 çухрăма 1 сехет те 26 минут та 22 çеккунтра утса тухса ылтăн медале тивĕçрĕ. Çавăн хыççăн тепĕр икĕ уйăхран Елена Николаевна Раççей чысне Парижри тĕнче чемпионатĕнче хÿтĕлерĕ. Каллех тĕлĕнмелле пысăк çитĕнÿ: ылтăн! Спорт карьерине вĕçлесен ăста спортсмен Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче çамрăксене вĕрентрĕ. 2003 çултанпа Елена Николаева - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ. Халĕ вăл - социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетăн председателĕн заместителĕ.

Февралĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарти Пăр керменĕнче Елена Николаева 50 çул тултарнине халалланă уяв иртрĕ. Юбиляра ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.А.Попов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ С.С.Шелтуков, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И.Григорьев ăшшăн саламларĕç. Елена Николаевнăна çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем П.С.Краснов, Н.В.Малов, В.Н.Иванов, унăн тренерĕ В.С.Семенов, паллă спортсменсемпе олимпиецсем, ентешĕсемпе тăванĕсем çирĕп сывлăх, телей, пысăк çитĕнÿсем сунчĕç.

Петр СИДОРОВ

Рубрика: