Чăваш салтакĕ каялла чакмасть

Çак уява Тăван çĕршыва хÿтĕленисене е хальхи вăхăтра хÿтĕлекенсене чыслас, сума сăвас тĕллевпе ирттеретпĕр. Раççей халăхĕсем хăйсен суверенитетне, никама пăхăнманлăхне, пĕрлĕхлĕ патшалăхне нумай вăрçăра паттăр çапăçса хÿтĕленĕ.

Совет халăхĕн, çарĕн тата флочĕн 1941-1945 çулсенчи вăрçăри, вăл шутра Сталинград патĕнчи, Курск пĕккинчи, Кавказри, Днепрти, ытти çĕрти  паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ Тăван çĕршывăн паянхи тата пулас хÿтĕлевçисемшĕн — нихçан тĕксĕмленмен, ялан хавхалантаракан тĕслĕх. Вырăс çарĕ тăшмана Куликово уйĕнче /1380 ç./, Полтава патĕнче /1708/, Измаила тытса илнĕ чухне /1790/, вырăс-француз вăрçинче /1812/, ытти нумай çапăçура тĕп тунă. Çапах та республикăра пурăнакансенчен нумайăшĕ хăнăхнă йăлапа нарăсăн 23-мĕшне 100 çул каялла рабочисемпе хресченсен Хĕрлĕ Çарне туса хунипе çыхăнтарать. РСФСР Халăх Комиссарĕсен Совечĕ 1918 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче «Рабочисемпе хресченсен Хĕрлĕ Çарĕ çинчен» декрет кăларнă, 23-мĕшĕнче палăртма тытăннă.

Чăваш халăхĕ Раççей патшалăхне, паллах, хăйĕн çĕршывне те тулаш тăшманран XVI ĕмĕртен пуçласах хÿтĕленĕ. Ывăлĕ-хĕрĕ алла хĕç-пăшал тытса вун-вун вăрçăра çапăçнă, çич юта çĕнтерессишĕн пуç хунă, уксах чăлахланнă.

1914 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче /кивĕ календарьпе/ Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнă. Раççей Антанта йышĕнче /унта 34 патшалăх кĕнĕ/ Германипе, Австри-Венгрипе тата вĕсен союзникĕсемпе çапăçнă. 1918 çулхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕччен, совет влаçĕ Брестра нимĕçсемпе килĕшÿ çирĕплетиччен вăрçă пынă. Чăвашран Раççей çарне 100 пине яхăн çынна илнĕ. Унăн пысăк пайĕ çапăçусенче пуç хунă, тыткăнра вилнĕ е хыпарсăр çухалнă. 1920 çулта Чăвашри халăх çыравĕ Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннисенчен 47726-шĕ пурăннине çирĕплетнĕ.

Пирĕн ентешсем А.Брусилов генерал ертсе пынипе 1916 çулта кăнтăр-хĕвел анăç фронтĕнче ăнăçлă ирттернĕ операцие хутшăннă. Чĕмпĕрте 1914 çулта йĕркеленĕ пехотăн Шупашкар 308-мĕш полкĕ хăйне çапăçусенче лайăх енчен кăтартнă. Унта Чăваш Енре çуралса ÿснисене пухнă. 308-мĕш полка Шупашкарта йĕркеленĕ хĕрарăмсен комитечĕ пулăшнă. 127 патриотка унта салтаксемпе офицерсене йывăрлăхра алă тăсса парас тĕллевпе чăмăртаннă. Уйрăммăн илсен вĕсем лазаретсенче сипленекен ентешсене пăхнă. Архиври документсенче хушамачĕ-ячĕ пуррисенчен — Георгий хĕресĕн 4-мĕш степенĕн кавалерĕсем Яков Ефимов /Саруй/ тата Ефрем Иванов, Георгий хĕресĕсен тулли кавалерĕ Иван Николаев /иккĕшĕ те Эçпеперен/, Матвей Никитин /Кивĕ Вăрмар/, Никита Константинов /Кавал/, Степан Порфирьев /Мăнçырма/, Ефрем Михайлов /Кивĕ Мăнтăр, пурте Вăрмар районĕнчен/, Егор Иванов /Вырăскас Пикших, Канаш районĕ/, çветтуй Станислав тата Анна орденĕсен виçĕ степенĕн кавалерĕ Григорий Максимов прапорщик /Шупашкартан, аманнă тата контузи илнĕ/, Михаил Васильев /Шупашкар районĕнчи Çĕньял/, Федор Слепнев /Сĕнтĕрвăрри хули/, Сергей Башмачников унтер-офицер, Матвей Зимин /Шупашкар/, Федор Чиляков /Куславкка районĕнчи Çĕнĕ ял/, Иван Красновпа Григорий Никитин аслă унтер-офицерсем, Никифор Чернышев, Петр Андреев, Тихон Шурыгин, Александр Васильев, Никита Горсаков, Федор Улыкин /Шупашкар уесĕ/, Фома Иванов, Яков Мицаков /3еленовка/, Михаил Гаврилов /Элешкушкăнь/, Трофим Еремеев /Вутлан/. Вĕсенчен чылайăшне Георгий медалĕпе наградăланă.

Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекенсен пысăк ушкăнĕ Тăван çĕршыва хÿтĕлемешкĕн ирĕк илсе çара кайнă. Вĕсенчен Вавил Смирновпа Александр Никифоров Георгий хĕресне тивĕçни паллă. Çакăн çинчен вĕсем Чĕмпĕр шкулне çырса пĕлтернĕ.

1917-1922 çулсенче пынă Граждан вăрçинче большевиксемпе совет влаçĕн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртессишĕн — 80-100 пин, Октябрьти революцие хирĕçле Шурă çар майлă нумай /тĕрĕссине палăртман/ чăваш çапăçнă. Учредительнăй Пуху членĕсем Г.Алюнов, С.Николаев, Д.Петров-Юман, И.Васильев, Г.Титов, Чăваш наци обществин пĕр ушкăнĕ Комучăн Халăх çарĕнче «хĕрлисемпе» кĕрешнĕ. Вĕсем хăйсен тĕрĕслĕхĕшĕн пурнăçне панă.

Граждан вăрçин фрончĕсенче совет влаçĕшĕн пурнăçа шеллемен ентешсем паллă командирсем пулса тăнă. Вĕсен хушшинче —  стрелоксен 25-мĕш дивизийĕн командирĕ В.И.Чапаев тата ыттисем. Малалла вулас...

Юрий МИХАЙЛОВ. Патша çарĕн прапорщикĕ Г.А. Кайсаров мăшăрĕпе тата ывăлĕпе, 1916 ç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.