Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тата Ульяновск облаçĕн Губернаторĕ Сергей Морозов Шăмăршăра çавра сĕтел мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ уçă калаçăва хутшăннă

20 Çурла, 2015

 Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тата Ульяновск облаçĕн Губернаторĕ Сергей Морозов Шăмăршăра çавра сĕтел мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ уçă калаçăва хутшăннă. Икĕ регион хушшинчи  экономика, социаллă пурнăçпа культура, спорт тытăмĕсенчи ыйтусене сӳтсе явнă, кăтартусене тишкернĕ, пуласлăх валли тĕллевсем лартнă. Çавра сĕтел мелĕпе ирттернĕ мероприятинче регионсенчи ĕç тăвакан влаç тытăмĕнче тăрăшакан ертӳçĕсем, Патшалăх Канашĕн членĕсем те пулнă. Пухăннисене саламланă май, Михаил Игнатьев кӳршĕллĕ регионсем пĕр-пĕринпе географи енчен çеç çывăх пулманнине, ăс-хакăл енчен те пĕр пек пуян пулнине палăртнă. «Пирĕн пĕрпеклĕх сахал мар, иртни те хальхи те палăртмаллисем чылай», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май.  Чăваш халăхне çутта кăларма Чĕмпĕр губерни витĕм кӳнине асăннă. Иван Яковлевич Яковлев Аслă вĕрентекенĕмĕр пехилне, унăн туприне ăша хывни паян чăвашсене малалла ăнтăлма пулăшнине асăннă. Ăна Атăл тăрăхĕнче пурăнакан нумай нациллĕ халăх та яланах чунтан хисеплени куçкĕретех. Чăваш классикин паллă çыравçине Константин Васильевич Иванова пĕлмен çын та çук. Кăçал Раççейре Литература çулталăкĕ тесе йышăннă, ăна тĕпе хурса Чăваш Енре К.В.Иванов 125 çул çитнине халалланă.  «Истори енчен илес пулсан республикăра мĕн-пур чăвашсенчен çурри кăна пурăнать, тепĕр çурри Раççейĕн ытти регионĕсем тăрăх саланса вырнаçса тĕпленнĕ.  Калăпăр, Чĕмпĕрте пĕрре виççĕмĕш пайĕ сыхланнă»,- тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Губернатора чăвашсен йăли-йĕркине, чĕлхипе культурине упраса хăварас тĕлĕшпе ĕçлесе пынăшăн тав тунă. «Сирĕн витĕмлĕхе пула, чăваш чĕлхине 160 шкулта вĕрентеççĕ. Чăвашла хаçат-журнал пичетленет, чăваш диаспори лайăх ĕçлет», - тенĕ вăл. Хальхи вăхăтра хурăнташлă икĕ регион хушшинче социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарас енĕпе ĕçсем кирлĕ пек пулса пыраççĕ. Вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе культура, спорт, ял хуçалăх тытăмне çĕнĕлле аталантарса пыма çыхăнусем анлăланаççĕ. «Раççей Президенчĕ Владимир Путин халăх хушшинчи çыхăнăва упраса хăварасси çине пысăк тимлĕх уйăрать, патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнине палăртать. Шанатăп, пирĕн туслăх халăхсемшĕн ырлăх çеç илсе килессе», - тенĕ регион ертӳçи Михаил Игнатьев. Сергей Морозов хăйĕн сăмахĕнче икĕ регионăн историпе культура пĕрпеклĕхĕсем çинче чарăнса тăнă. Хăйсене тарават кĕтсе илнĕшĕн ырласа чĕререн саламланă республика ертӳлĕхне. «Юлташсем хушшинче» проекта пурнăçа кĕртни ыттисемшĕн те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пуласса палăртнă, инвестици илĕртӳлĕхне пуянлатса анлăлатма май панине асăннă. «Ют çĕршывсенчен килекен туристсене валли пирĕн кăтартса памалли сахал мар, çитĕнӳсем те куç умĕнчех», - тенĕ сумлă хăна Сергей Морозов. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе паллаштарнă, кӳршĕллĕ регионсен пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçленин ĕç кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Чăваш Ен Правительстви Чĕмпĕр облаçĕнче ĕçлекен предприятисене пирĕн тăрăхра агропромышленноçа аталантарассипе çыхăннă стратегиллĕ проектсене хутшăнма сĕннĕ, рспубликăра сывă пурнăç йĕркине тытса пырас, çынсен сывлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. Ял тăрăхĕсенче пурĕ 100 ФАП хута яма йышăннă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕ пурнăçа лайăх кĕнине асăннă. Канашлу вăхăтĕнче икĕ регион хушшинче социаллă пурнăçпа экономика тытăмĕсенче 2016-2017 çулсенче  пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Сергей Морозов вĕсем патĕнче Чăваш Енрен пынă предпринимательсем лайăх ĕçленине палăртнă. «Чăх-чĕп ӳстерсе çитĕнтерес» проекта чăвашсем 9 млрд тенкĕлĕх инвестици хывнине пĕлтернĕ. Чăваш Енре тавралăх тирпей-илем кӳрессипе паха ĕçленине, вĕсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнине каланă. Шăмăршă районĕ халăх пурнăçне лайăхлатассипе сахал мар тăрăшать, тĕрлĕ шайри влаçпа килĕшсе ĕçлени те вĕсен лайăх курăнать. Михаил Игнатьев хăнасене уява сума сунса килнĕшĕн тав тунă. «Эпир яланах пĕрле, пĕрлĕхре пирĕн вăй», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев.