Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Чăвашкабель» Завод» АУП Директорсен канашĕн председателĕпе тĕл пулнă

26 Çурла, 2015

Регион ертӳçи Михаил Игнатьев «Чăвашкабель» Завод» АУП Директорсен канашĕн председателĕпе Владислав Ивановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăри промышленноç пайĕшĕн «Чăвашкабель» чи пĕлтерĕшлĕ тата витĕмлĕ предприяти пулнине каланă. Владислав Иванов регион ертӳçине кăçалхи çул пĕрремĕш çурçуллăхра  таварсен калăпăшне ӳстернине, тупăш пайĕ  2,2-2,4 млрд. тенкĕ пулассине пĕлтернĕ. Производствăна модернизацилес тĕлĕшпе, предприятире инвестици программисем пурнăçа кĕрсе пынине палăртнă «Чăвашкабель» Завод» АУП  Директорсен канашĕн председателĕ, çулсерен çак тĕллевпе 150 млн. тенкĕ тăкакланине асăннă. Предприяти ытларах оборона промышленноçĕ валли тĕрлĕ хатĕрсем калăплассипе ĕçлет. Калаçăва вĕçленĕ май, Михаил Игнатьев предприятине малашнехи ĕçре ăнăçусем, пуласлăхлă договорсем тата çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пыма сĕннĕ. «Завод «Чăвашкабель»   АУП Раççейри чи паллă предприятисенчен пĕри. Вĕсем ытларах оборона промышленноçĕ валли ятарлă таварсем хатĕрлессипе тăрăшаççĕ.

Власть органĕсен официаллă порталĕ

Рубрика: