Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта хула кунне халалланă уявсене хутшăннă

31 Çурла, 2015

 Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансемпе  тата сумлă хăнасемпе  хула кунне халалланă уявсене хутшăннă.  Михаил Игнатьев тата Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев, Çĕнĕ Шупашкар  хула пуçлăхĕ Олег Матвеев,  хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков уяври куравсене пăхса çаврăннă, ирхи зарядкăна хутшăннă. Паллă спорт мероприятине тĕнчери паллă кикбоксинг енĕпе Европа чемпионĕ Артур Шишокин ертсе пынă. Уяв ячĕпе пухăннисене саламланă май, Михаил Игнатьев ирхи зарядка мероприятие Шупашкарта пуçласа яни, ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăнине асăннă. Кун пек спорт уявне Шупашкарта çеç мар, республика тулашĕнче те анлăн ирттернине палăртнă.   Мероприяти ытларах та ытларах спорта явăçтарма пулăшу кӳнине палăртнă. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен хисепĕ Çĕнĕ Шупашкарта куçкĕретех ӳссе пырать. Юлашки çулсенче регионта пăр керменĕ хута кайни, тата ытти спорт сооруженийĕсем çĕкленсе ларни халăха спортпа туслашма ытларах ирĕк параççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти суту-илӳ комплексне пăхса çаврăннă Михаил Игнатьев, «Кĕр мăнтăрĕ» куравпа кăсăкланнă.  Кунта сутăнакансен таварсен хакĕсене пăхнă, ял хуçалăх таварĕсене сутакансемпе курса калаçнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав панă. Кану кунĕсенче ирттерекен ярмăрккасем  халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлине каланă Михаил Игнатьев. Экологи енчен пахалăхлă çимĕçсене тивĕçлĕ хакпа туянма питĕ вырăнлă пулнине асăннă. Çĕнĕрен хута кайнă суту-илӳ центр ĕçĕпе кăсăкланнă. Объектăн ĕçне 210 млн. тенкĕлĕх инвестици хывнă, хулара пурăнакансем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленĕç. Пĕр сăмахпа каласан, центр хальхи пурнăç таппипе тӳр килет.  Çĕнĕ Шупашкарта çак кун 2-мĕш №-лĕ поликлиникăна тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕ хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçнă.  Юлашки çулсенче хулари сывлăх сыхлавĕн тытăмне модернизацилеме пурĕ  350 млн тăкакланă. Регион ертӳçи  çын сывă пуласси - медицинăран çеç мар, хăйĕнчен çынран та нумай килнине асăннă. Тен çавăнпа та ытларах халăха сывă пурнăç йĕркине, спорта çӳреме вĕрентмеллине палăртнă.  «Çĕнĕ Шупашкар çыннисемшĕн  поликлиникăна тĕпрен çĕнетсе юсани çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăн-чăн парне вырăнĕнче», - тесе пĕлтернĕ халăх шухăшне хула пуçлăхĕ Олег Матвеев. Çĕнĕ Шупашкарти тĕп больницăн тĕп врачĕ Галина  Пуяндайкина хăйĕн сăмахĕнче çак çурта хулана йĕркелесе янă чух шăпах та хăпартса лартнине асăннă, пĕр çултах пулнине каланă. Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева объекта модернизацилеме витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав тунă.  Юсав ĕçĕсене ирттернисĕр пуçне, кунта пурлăхпа техника базине те тĕпрен ылмаштарнă. Регистратура пайĕнче те çĕнĕлĕхсем чылай. Сусăрланнă çынсене валли кирлĕ пек пур услови те çителĕклĕ. Хăнасем юсав ирттернĕ пӳлĕмсене пăхса çаврăннă, сипленме килнисемпе курса калаçнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав панă. Юлашки виçĕ çул хушшинче Çĕнĕ Шупашкарта  çуртсем таврашĕсенче сахал мар ĕç пурнăçланине, çитес тапхăрта та та çак ĕçсене малалла тăсма тĕллев лартнине пĕлтернĕ, çĕнĕ производствăсем хута каяссине, ĕç вырăнĕсем йĕркеленессине асăннă. Пухăннă халăх республика ертӳлĕхне Михаил Игнатьева, Чăваш Ен Правительствине халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме майсем туса панăшăн чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Хыççăн хăнасем хула тăрăх уçăлса çӳренĕ, нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнче Павел Михайлов тĕнче чемпионĕ ушу спорт енĕпе мастер-класс кăтартнине пăхнă. 46-мĕш №-лĕ çурт  таврашĕнче ватă пенсионерсем Валентина Павлова  тата  Валентина Пыркина республикăра социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçланăшăн регион ертӳçине тав тунă, хăйсем шăрçаланă сăввисене вуласа панă.   Çĕнтерӳ аллейинче тата Çĕнтерӳ тӳремĕнче чечексен куравне тата Пĕтĕм Раççейри çулсерен ирттерекен çăмăл атлетика турнира пăхнă. «Паян Çĕнĕ Шупашкар кунне паллă тăватпăр. Хула çамрăк, спортпа туслă. Спорт уявне сахал мар çын пуçтарăннă, тĕрлĕ регионсенчен спортсменсем килсе çитнĕ. Паллах, урамра çумăр çăвать пулин те, вĕсем старта тухнă. Ку чи пахи», - тенĕ Михаил Игнатьев. Сергей Федоров спортсмен регион ертӳçине спорта витĕм кӳнĕшĕн, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тĕрлĕ майсем йĕркелесе панăшăн чĕререн тав сăмахĕсем каланă.