Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлани
29 Sep, 2016

Саламлатăп

Хисеплĕ ветерансем!

Сире Ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Çак кун эпир сире, пирĕн хаклă ветерансене, хăйсен пĕтĕм вăйне тата пĕлĕвне тăван халăха, Тăван çĕршыва халалланă, çамрăксене воспитани парса çитĕнтернĕ ĕçченсене, чыслатпăр.

Ватă çынсен кунĕ — сирĕн ĕçченлĕхпе çирĕплĕхе тата тепĕр хут пуç таймалли, обществăна аслă ăру çыннисен çивĕч ыйтăвĕсене татса памаллине аса илтермелли меллĕ кун.

Республикăра 362 пин пенсионер пурăнать. Çав шутран 250 пине яхăн çын социаллă пулăшăвăн тĕрлĕ мерипе усă курать. Пурăнакан вырăнта медицина пулăшăвĕ кÿрессине йĕркелес тĕлĕшпе тимлĕх уйрăмах пысăк. Çак тĕллевпе республикăри районсемпе хуласенче çĕнĕ фельдшер-акушер пункчĕсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем уçăлаççĕ.

Ĕçлеме тăрăшакан, республикăн культурăпа общество пурнăçне хастар хутшăнакан çынсем валли условисем йĕркелетпĕр. Чăваш Енре çуллен 4 пине яхăн ветеран компьютер пĕлĕвне ÿстерет. Çулланнă нумай çын физкультурăпа тата спортпа туслă. Тĕрлĕ енлĕ çак ĕçĕн тата сирĕн хăвăрăн пурнăçри хастарлăхăн кăтартăвĕ — çынсен пурнăç тăршшĕ тата нумай çул пурăнакансен шучĕ ÿсни.

Хаклă ветерансем! Çак çутă уяв кунĕнче сирĕн юратăвăр, аллăрсемпе чĕрĕрсен ăшши пире кирлине туйтарас килет! Сирĕн пуян пурнăç опычĕ, ăс-хакăл ачăрсемпе мăнукăрсене, çамрăк ăрăва кирлĕ!

Сире тăван çĕре юратнăшăн тав тăватăп. Вăрăм кун-çул, çывăх çыннăрсен юратăвĕпе хисепне, ырлăх тата тăнăçлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил ИГНАТЬЕВ.