Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
25 Jan, 2017

Хаклӑ туссем!

Сире пӗтӗм чунтан Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп! 

Студент ҫулӗсем – пурнӑҫри ытарми, манӑҫми тапхӑр. Ҫак вӑхӑтра кашниех мӗн те пулин ҫӗннине уҫма ӗмӗтленет, хӑюллӑ шухӑшсемпе хавхаланать тата умри тӗллевсем еннелле пуҫламӑш утӑмсем тӑвать.

Чӑваш Ен Правительстви ҫамрӑк ӑрӑва аталантарма лайӑх майсем туса парасси ҫине тимлӗн пӑхать. Пултарулӑхри ӑнтӑлушӑн ҫамрӑксемпе студентсен пине яхӑн представителӗ кашни ҫулах ятарлӑ стипендие тивӗҫет. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунисене асра тытас енӗпе тӑвакан пархатарлӑ ӗҫе ачасемпе ҫамрӑксене хастартарах хутшӑнтарас тӗллевпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗсене ҫирӗплетнӗ.

Чӑваш Республики – студентсен ӗҫ отрячӗсенчи ҫамрӑксен шучӗпе федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче малта пыракансенчен пӗри.

Республикӑра ҫуллен ку чухнехи ҫӗнӗ производствӑсем уҫӑлаҫҫӗ, пысӑк технологиллӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленеҫҫӗ, инфратытӑм лайӑхланать – Чӑваш Енре эсир хӑвӑрӑн тата ачӑрсен тивӗҫлӗ малашлӑхне хывассишӗн ӗҫлеме май пултӑр тесе анлӑ ӗҫ пурнӑҫланать.

Эпӗ студентсене – тӑван ҫӗр патриочӗсене – пуҫаруллӑ тата ӗҫре хастар пулнӑшӑн, юратнӑ Чӑваш Ене пурӑнма чи лайӑх вырӑн туса хурас ӗмӗтпе ҫунатланнӑшӑн тав тӑватӑп.

Пӗрле эпир чи хӑюллӑ проектсене те пурнӑҫа кӗртме пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп. Сире иксӗлми вӑй-хал, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа хастарлӑх тата ырӑ та ҫутӑ пуҫарусене пурнӑҫлама ӑнӑҫусем сунатӑп!

 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ                    М.В. Игнатьев   

Комментари хушас