Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Николай Федоровпа ĕҫлӗ тӗлпулу ирттернĕ

21 Авăн, 2015

Авӑн уйăхĕн 19-мӗшӗнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Чӑваш Енӗн экс-Президенчĕпе, Раççей Президенчĕн пулăшуçипе  Николай Федоровпа ĕҫлӗ тӗлпулу ирттернĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче хăй вăхăтĕнче Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ тытса пынă курс ĕçне малалла тăснине асăннă. Республикăн обществăлла политика тăнăçлăхне упранине, социаллă пурнăçпа экономикăна çирĕп аталантарнине, Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç шайне ӳстерсе пынине палăртнă. «Ĕçне кура пирĕн ӳсĕмĕ те пур. Малалла та ĕçлемеллисем сахал мар. Пурнăçăн пахалăх шайĕ ӳсет», - тенĕ вăл.  Михаил Игнатьев Николай Федорова Раççей Федерацийĕн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗнче Чӑваш Ен интересӗсӗне хӳтӗлеме сӗннӗ. Николай Федоров Михаил Васильевича тав тунă: «Пĕрле ĕçлĕпĕр кăна мар, çăмăлах мар ыйтусен хуравӗсене те шырăпăр», - тенĕ вăл. Николай Федоров хальхи вăхăтра геополитика лару-тӑрӑвне тимлӗх уйӑрмаллине палăртнă. Михаил Игнатьев пĕрле тăрăшса ĕçлени республикăри пурнăçа лайăхлатассишĕн пулнине каланă.