Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наука сферин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

7 Нарăс, 2017

Саламлатăп

Наука сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Наука вӑй-хӑватне ӳстерсе пырасси, ҫӗнӗлӗхсене ӗҫе кӗртесси, импорта технологи енчен улӑштарассине тивӗҫтересси – стратегилле тӗллев, вӑл Чӑваш Енре комплекслӑ майпа пурнӑҫланать.

Республикӑра ачасемпе ҫамрӑксене инженерипе техника енӗпе тӑтӑш вӗрентмелли сайра йышши тытӑм йӗркеленет. Регионти вӗренӳ заведенийӗсем тӗпчевсене экономика отраслӗсене хываҫҫӗ, малта пыракан промышленноҫ производствисен никӗсӗ ҫинче кафедрӑсем туса хураҫҫӗ. Пирӗн ӑсчахсем шухӑшласа кӑларнӑ япаласемпе пурнӑҫра анлӑн усӑ кураҫҫӗ, вӗсене серипе кӑларма производствӑна кӗртеҫҫӗ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе Раҫҫейри Тарӑн тӗпчевсен фончӗ тухӑҫлӑ та усӑллӑ хутшӑнса ӗҫлени 76 наукӑпа тӗпчев проектне пулӑшу памашкӑн 32 миллион тенкӗ явӑҫтарма май пачӗ.

Наукӑпа техника сферинче Пӗчӗк предприятисене аталантарма пулӑшакан фонд енӗпе вара 148 миллион тенкӗ явӑҫтарнӑ, вӑл Чӑваш Республикин 226 проектне ырланӑ.

Паян Чӑваш Ен ӑсчахӗсен хӑйсен ӑс-хакӑл вӑйне пурнӑҫа кӗртме лайӑх майсем пур.

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ никӗсӗ ҫинче транспортпа ял хуҫалӑх машиностроенийӗн Шупашкарти инжиниринг центрне 2016-2020 ҫулсенчи тапхӑрта туса хумалли тата аталантармалли стратегилле программа патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫмелли уҫӑ конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ. Ӑна пурнӑҫлама асӑннӑ аслӑ шкула икӗ ҫулта 100 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ.

Яш-кӗрӗмӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пуҫарӑвӗсене те укҫа уйӑрса пулӑшатпӑр. Пултарулӑхри ӑнтӑлушӑн ҫамрӑксем Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн премийӗсене, Чӑваш Респу-бликин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗсене, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендийӗсене тивӗҫеҫҫӗ, ҫавӑн пекех «Ҫулталӑк аспиранчӗ», «Чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчах» конкурссем иртеҫҫӗ.

Наука ӗҫченӗсене интереслӗ те усӑллӑ ҫӗнӗ идейӑсем тата вӗсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртме сунатӑп!

Чӑваш Республикин

Пуҫлӑхӗ М. ИГНАТЬЕВ.

Комментари хушас