Чăваш Республики ăнăçлă аталанать
18 May, 2016

Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Кремлĕн Пысăк залĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă. Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин ертсе пынă мероприятире строительство комплексĕн аталанăвĕпе тата асăннă сферăн ĕçне лайăхлатассипе çыхăннă ыйтăвĕсене пăхса тухнă.

Патшалăх пуçлăхĕ строительство отраслĕ çĕршывăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн чи пĕлтерĕшлĕ стратеги направленийĕ пулнине палăртнă. Вăл Хула строительствин кодексне 10 çул каялла йышăннине, шăпах çак документ асăннă сферăри норма никĕсне йĕркене кĕртнине аса илтернĕ. Çак тапхăрта пурăнмалли çурт-йĕр хăпартас енĕпе пысăк кăтартусем тума май килнĕ. 2015 çулта 85 миллион тăваткал метр хута янă, çапах пурăнмалли условисене лайăхлатас текен çав-çавах нумай-ха. Владимир Путин ку ыйтăва рынокăн шанчăклă механизмĕсемпе, çав шутра ипотека кредичĕпе те, усă курса татса пама май килнине асăннă. Раççей Президенчĕ çынсем хваттер тăвас ĕçе пая кĕнин ыйтăвне те хускатнă, ку сферăра йывăрлăх нумаййине пĕлтернĕ. Çавăн пекех аренда çурт-йĕрĕн хальхи рынокне йĕркелемелли çинче чарăнса тăнă.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсене Чăваш Енре 2006 çултанпа, «Пурăнмалли çурт-йĕр» наци проекчĕ пурнăçланма тытăннăранпа, çурт-йĕр тăвассине вăйлатма хушма мерăсем йышăннине пĕлтернĕ. Çĕршыври экономика лару-тăрăвĕ кăткăссине пăхмасăр республикăра строительство калăпăшĕсем пĕчĕкех маррине каланă. Сахал тупăшлă, нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене, вăрçă ветеранĕсене, тăлăхсене патшалăх пулăшас ĕçе малалла тăснине палăртнă.

РФ строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Михаил Мень ЧР Правительствин строительство комплексĕн аталанăвĕ енĕпе тăвакан ĕçне лайăх тесе хакланă. Пенза облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Иван Белозерцев Чăваш Республикипе çыхăнса ĕçлени çинчен каласа кăтартнă: «Эпир Чăваш Ене килсе унăн ертÿлĕхĕпе Правительствин ĕçĕн опытне нумай енĕпе тишкеретпĕр. Шупашкарти хăтлăх çÿллĕ шайра пулни пире килĕшет. Çурт-йĕр хута ярас енĕпе Пенза облаçĕ япăх мар ĕçлет пулин те эсир пĕлтĕр пирĕнтен иртсе кайрăр. Чăваш Республики паян ăнăçлă аталанать, çакă пире те савăнтарать».

И.НИКОЛАЕВА