Чăваш паттăрĕсен тĕнчи

14 Çу, 2014

Амазонка, Укаслу, Пăрттас, Аспарух, Некей, Вырăк, Алмуш хан, Валем хуçа, Катрак... Чăваш-пăлхар историйĕнче тарăн йĕр хăварнă паттăрсен çирĕме яхăн кĕлетки Атăл хĕрринче «ÿссе» ларчĕ. Пурте вĕсем - хăйăртан.

«Чăваш Енĕн тĕп хулинче çакăн йышши мероприяти йĕркелесси - манăн тахçанхи ĕмĕт, - тет проект авторĕ Андрей Молоков. - Историре палăрнă ятсене аслă ăрурисем манса пыраççĕ, çамрăксем вара чылай чухне вĕсем пирки пĕлмеççĕ те. Хăш сăнара суйласси пирки Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăсчахĕсемпе, тĕпчевçĕсемпе канашларăм. Вĕсем сĕннине тĕпе хурса çак темăна йĕркеленĕ».

А.Молоков - ăста скульптор. Вунă çула яхăн вăл хăйăртан тĕрлĕ кĕлетке ăсталать. Йывăçпа та, пăрпа та ĕçлет. Çулсерен Раççейре, тĕнчере иртекен конкурссене, куравсене хутшăнать.

Йĕркелÿçĕ сĕннĕ темăпа скульпторсем композици тăваççĕ. «Тĕрлĕ автор литературине вуланă, тĕпченĕ хыççăн «ылтăн варрине» тупса эскиз хатĕрлетпĕр», - ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ Мускавран килнĕ Анатолий Лунин. Вĕсем мăшăрĕпе Евгения Георгиевнăпа Укаслу, Эмине, Пăрттас сăнарĕсене калăпланă. Курава иккĕмĕш çул хутшăнаççĕ.

- Ĕçленĕ май сăнар куç умне тухса пырать. Алă хăех ĕçне тăвать. Чылай чухне скульптура эскизри сăнартан пач расна пулса тухать, - теççĕ ăстасем.

- Çакăн евĕр илеме аркатма шел мар-и? - кăсăкланатăп. - Ĕмĕрĕ питĕ кĕске вĕт вĕсен...

- Шел паллах... - ассăн сывлать Евгения Георгиевна. - Хăш-пĕр япалана «чун кĕртме» нумай вăхăт кирлĕ. Тепĕр чухне чунра пуррине хăвăрт ирĕке кăларас килет. Кун пек чухне хăйăр пулăшать.

Шупашкар скульпторĕн Светлана Каруевăн композицийĕн пĕр енче - Валем хуçа, тепĕр енче - Киремет. Ăста курава виççĕмĕш çул хутшăнать. «Çакăн йышши мероприятисем ăсталăха аталантарма, пĕлĕве ÿстерме пулăшаççĕ, ытти хулари, çĕр-шыври маçтăрсен опычĕпе паллашма май параççĕ», - тет С.Каруева.

Сăмах май, Мускав, Рязань, Красноярск, Жуковский, Пенза, Невьянск, Шупашкар скульпторĕсем ăсталанă чăваш-пăлхар паттăрĕсен хулинче истори урокĕсем ирттерме те пулать. Кашни сăнар халăхăн вăл е ку тапхăрĕпе тачă çыхăннă. Унăн паттăр ĕçĕ урлă чăваш халăхĕн кун-çулне йĕрлеме май килет.

Хăйăр кĕлеткесем Атăл хĕрринче авăн уйăхĕччен «пурăнĕç». Çилĕмпе хытарса тунăскерсен ĕмĕрне куллен пăхса тăрса вăрăмлатаççĕ.

 

В.СТЕПАНОВ

сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.