Чӑваш патне чӑваш пуҫтарӑнсан: Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртет

24 Çĕртме, 2017

Пӗтĕм тĕнчери чӑвашсен Акатуйӗ республикăра кӑҫал 5-мӗш хут иртет. Унта хӑнасем 55 регионтан, 11 ют ҫĕршывран килнӗ. Унсӑр пуҫне Чӑваш Енри район-хулари юрӑ-ташӑ ӑстисем. Уява пухӑннисене ЧР культура министрӗ Константин Яковлев, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, ЧР Патшалӑх Канашӗн комитечӗн председателĕ Вячеслав Рафинов, ЧР Министерсен Кабинечӗн Председателĕн ҫумӗ - ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тата ыттисем саламларӗҫ. Кӑҫалхи Акатуя Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулталӑкне халалларӗҫ.
Пӗрлештернӗ хор "Алран кайми аки-сухи" гимна юрланӑ хыҫҫӑн вӑйӑ картине тӑчӗҫ. Каярахпа сцена ҫинче юрӑ-кӗвӗ шӑранчӗ. Акатуйра ҫавӑн пекех алӑ вӑйĕ виҫрӗҫ, кӗрешрӗҫ. Шупашкарти Олимп резервӗсен спорт шкулӗн вӗренекенӗ Руслан Самарин кӗрешӳре мала тухрӗ, ăна така тивĕçрĕ.

Николай УГАСЛОВ, ЧНК Президенчӗ:
- Уяв лайӑх иртрĕ. Пурте кӑмӑллӑ, савӑнӑҫлӑ. Хӑнасемсӗр мĕнле уяв пултӑр? Вӗсем мĕн чухлӗ ытларах, ҫавӑн чухлĕ савӑнӑҫ нумайрах. Акатуй вӑл халӑха пӗрлештерет, туслӑха ҫирĕплетет.
 
Михаил ТАЙМУХИН, Самар облаҫĕнчи Шумтал районӗнчи Кивӗ Ухинккел ялӗнчи "Пилешӗм" ушкӑн ертӳҫи:
- Шупашкара савӑнсах килтӗмĕр. Шел, пурте килеймерӗҫ, автобусӗ пӗчӗк. Чӑваш Енре эпир иккӗмӗш хут ҫеҫ. Хитре хула, мӑнаҫланатпӑр унпа. Тăвансене курнишĕн чун юрлать, савӑнать.
Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас