Чăваш каччи яш биг-эйр дисциплинăра палăрнă

22 Кăрлач, 2019

Чăваш Енри фристайл шкулĕн вĕренекенĕ Дмитрий Мулендеев Раççей Кубокĕн тапхăрĕнче каллех çĕнтернĕ. Хальхинче яш биг-эйр дисциплинăра палăрнă. Акăлчан чĕлхинчен куçарсан вăл пысăк вĕçев тенине пĕлтерет.

Ăмăртусем Челябинск облаçĕнчи «Солнечная долина» ту йĕлтĕр курортĕнче иртнĕ. Тупăшăва тухнă вăтăр каччă йышĕнче Дмитрий Мулендеев чи лайăх кăтартупа Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ. Иккĕмĕшĕ — Мускаври Ярослав Кузнецов, виççĕмĕшĕ Питĕрти Никита Ищук пулнă.

Палăртма кăмăллă, çав кунах пирĕн ентеш çак трасса çинчех слоуп-стайл олимп дисциплининче те çĕнтернĕ.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас