Чăваш Енри терроризма хирĕç акцие "Хыпар" издательство çурчĕ те хутшăннă
8 Apr, 2017

Чăваш Енĕн тĕп хулинче паян террора хирĕç акци иртнĕ. Вăл Шупашкарти Республика тÿремĕнче 11 сехетре пуçланнă.

Мероприятие республикăри "Хастар çамрăксен союзĕ" общество организацийĕ йĕркеленĕ. Союзăн ертÿçи Станислав Трофимов "Хыпар" хаçата унччен пĕлтернĕ тăрăх, акцие 5 пине яхăн çын хутшăнасса шаннине палăртнăччĕ. Чăн та, паян тÿреме халăх йышлăн пуçтарăннă. Вĕсене теракта ырламанни пĕрлештернĕ.

Акцие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев; Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн сектератрĕ Николай Малов; ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕн заместителĕ, Раççей коммунистсен партийĕн фракци представителĕ Григорий Данилов; ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Справедливая Россия" фракци представителĕ Игорь Моляков; ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЛДПР фракци представителĕ Константин Степанов; ЧР Патшалăх Канашĕ çумĕнчи Çамрăксен палатин председателĕ Кирилл Ермолаев тата ыттисем хутшăннă. "Терроризм тăвăлĕ урăх никамăн пурнăçне чунне те, пурнăçне те ан тĕкĕнтĕр. Терроризма çук тетпĕр", - çапла пулнă тухса калаçакансен тĕп шухăшĕ.

Сăмах май, "Хыпар" издательство çуртĕнче тăрăшакансем те унта тухнă.

 Аса илтерер: ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Санкт-Петербургри метрора взрыв кĕрленĕ. Инкек 13 çын пурнăçне татнă. Больницăна 50-а яхăн çын лекнĕ. Взрыв хыççăн следовательсем теракт пирки уголовлă ĕç пуçарнă.

 

www.hypar.ru

Татьяна Вашуркина сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас