Чăваш Енри хирургсем эндовидеоопераци ирттереççĕ

17 Пуш, 2017

Чăваш Енри хирургсем кăткăсран кăткăс операци тăвас ăсталăха çулсерен ÿстерсе пыраççĕ. Юлашки вăхăтра вĕсем эндовидеооперацие тата ытти çавăн йышши пысăк технологиллĕ ытти меслете алла илеççĕ.

Республикăри хирургсен обществин ĕнерхи ларăвĕнче медицинăн çак отраслĕн аталанăвне сÿтсе явнă. Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман хирургĕ, Республикăри клиника больницин тĕп врачĕн хирурги пулăшăвĕ кÿрессипе ĕçлекен заместителĕ Ильдар Абызов анлă доклад тунă.

Специалистсем кадрсен ыйтăвне, койка фондне, амбулаторипе поликлиника пулăшăвĕ кÿрессине сÿтсе явнă. Ильдар Абызов пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр Чăваш Енре 97 пин ытла операци тунă. Çав шутран пĕрре виççĕмĕш пайĕ - ÿтпе тата ÿт айĕнчи клетчаткăпа çыхăннисем. Эндовидео- тата ультрасасă пулăшнипе ирттерекен операцисен шучĕ ÿссе пынине те палăртнă.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас