Чăваш Енри чи пысăк НФЦ уçăлчĕ
29 Dec, 2015 | Хула

Раштав уйăхĕн 29-мĕшĕ Шупашкар хулин Калинин районĕнче пурăнакансемшĕн нумайлăха асра юлĕ: шăпах çав кун унта патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсене кÿрекен Нумай функциллĕ центра /НФЦ/ савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. "Ку пирĕншĕн - Çĕнĕ çул ячĕпе пысăк парне", - терĕç çынсем Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тав тунă май.

Вĕсен савăнăçне ăнланмалла: Калинин районĕ - Чăваш Енĕн тĕп хулинче чи пысăкки, унта тĕпленнисен паспорт е ача çуралнине çирĕплетекен документа илмелле-и, амăшĕн /çемье/ капиталне тивĕçес тесе заявлени çырмалла-и, куçман пурлăх правине регистрацилемелле-и е ытти ыйтăва татса памалла-и - кашнинчех урăх районти НФЦна е ытти учреждение кайма тивнĕ. Халĕ вара çак пулăшусемпе хăйсем пурăнакан районтах, çĕнĕ те хăтлă çуртра /Эгер бульварĕ, 36-мĕш çурт/ "пĕр чÿрече" мелĕпе усă курма пулать. Сăмах май, ку НФЦ - Чăваш Енре чи пысăкки: вăл харăсах 32 çынна йышăнма пултарать /шăпах çавăн чухлĕ "чÿрече" кĕске вăхăтрах туса пĕтернĕ çĕнĕ çуртра/.

Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май Чăваш Енри НФЦсенче 191 тĕрлĕ пулăшу ĕçĕ /федераци, регион тата муниципалитет шайĕнчисем/ кÿнине палăртрĕ. Шупашкарти çак центра уçнă май 200 ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленнине, çакă çынсемшĕн те, экономика аталанăвĕшĕн те лайăх пулнине пĕлтерчĕ. Калинин районĕнче çĕнĕ НФЦ уçнăран Чăваш Енре пурăнакансен 90: патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсене "пĕр чÿрече" мелĕпе илме пултарнине каларĕ. Çак кăтарту - 90: - патне çитмеллине РФ Президенчĕ Владимир Путин хăй алă пуснă "май уйăхĕнчи указĕсенчен" пĕринче палăртнă.

Сумлă хăнасем хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн çĕнĕ НФЦна кĕрсе курчĕç, унта ĕçлекенсемпе тата хăйсен ыйтăвĕсемпе килнĕ çынсемпе калаçрĕç, вĕсен кăмăл-туйăмĕ çинчен ыйтса пĕлчĕç. Халăх чăнласах та кăмăллă: çĕнĕ çуртра хăтлă та çутă, хитре, специалистсем ăшшăн калаçнипе пĕрлех ыйтăва вăраха ямасăр пурнăçа кĕртеççĕ. Çавăн пекех кĕтмелли икĕ зал, ача-пăча кĕтесĕ пурри, йывăррăн куçса çÿрекен граждансем валли условисем йĕркелени, пĕрре килсех темиçе пулăшу ĕçне илме май килни пурне те килĕшет паллах.