Чăваш Енри çемьесене пепкеллĕ пулма ЭКО пулăшать
22 Mar, 2017 | Тухтăрсем

Ачаллă пулма ĕмĕтленекен, анчах хăйсем çуратайман xěpapăмсем экстракорпораци мелĕпе усă курса йывăp çын пулаççě. Кăçал ун пек меслетпе 1237 хутчен тÿлевсĕр усă курма май пур.

Арлă-арăмлă çулталăк пурăнсан та çие юлмасан тухтăрсем мăшăp xăйсем тěллěн aчаллă пулайманнине йышăнаççĕ. Ун пек йывăрлăх пур çемьесем Чăваш Енре - 17-18 процент. Сăлтавĕ арçынра та, хĕрарăмра та, мăшăрсенчен иккĕшĕнче те пулма пултарать.

Пепке пирки ĕмĕтленекен çемьесене Чăваш Енре 20 çул ĕнтĕ ЭКО мелĕпе пулăшаççĕ. Шупашкарта Президент периналь центрĕнче репродуктивлă технологисен уйрăмĕ уçăлнăранпа 1700 ытла ача çут тĕнчене килнĕ.

2013 çултанпа ЭКОна обязательнăй медицина страховани программине кĕртнĕ. Кăçал çак меслетпе 1237 хутчен тÿлевсĕр усă курмалăх укçа уйăрнă. 2015 тата 2016 çулсенчинчен икĕ хут нумайрах çaкă.

Президент перинаталь центрĕн тĕп врачĕ Сергей МИЛАЕВ:

– Ачаллă пулайманнипе республикăри кашни пиллĕкмĕш çемье аптăрать. ЭКО меслечĕпе Чăваш Енре 1994 çултанпа усă курасçĕ, 1995 çулхи утă уйăхĕнче пĕрремĕш ача çуралнă. 2007 çулта Чăваш Республикинче ЭКО валли тÿлевсĕр квота уйăрма пуçланă хыççăн «Чăваш Ен ачисем» программа вая кĕчĕ. Малтанхи вăхăтра тÿлевсĕр 50 квота пулнă, халĕ унăн шучĕ çулсерен ÿссе пырать.

www.hypar.ru

 

Вера ТИТОВА. Сывлăх сыхлав министерствин сайтĕнчи сăнÿкерчĕк.

Комментари хушас