Чăваш Енри аэробика фитнесĕн команди Раççей ăмăртăвне хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ

16 Пуш, 2018

Курганра Атăлçи тата Урал федераци округĕсен аэробика фитнесĕн ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта çĕршыври 25 хуларан /Самара, Тольятти, Чулхула, Шупашкар, Йошкар-Ола, Екатеринбург, Челябинск, Курган, Тобольск тата ыттисем/ 1200 спортсмен пуçтарăннă. Тупăшу «аэробика», «степ-аэробика» тата «хип-хоп» енĕпе иртнĕ.

Аэробика фитнесĕн тата акробатика рок-н-ролл федерацийĕн ертӳçи Оксана Вербина палăртнă тăрăх, пирĕн регион команди пысăк йышлисен шутĕнче пулнă. Аэробика фитнесĕн тĕрлĕ дисциплинине Чăваш Енĕн 57 спортсменĕ 5 командăпа хутшăннă.

Тупăшу хĕрӳ иртнĕ. 14-16 çултисен ушкăнĕнче Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕн «Аврора» команди «аэробика» дисциплинăра чи лайăххисен йышне кĕнĕ, 15 команда хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă. Елена Скворцова, Виктория Яковлева, Карина Султанова, Екатерина Федорова тата Юлия Макарова бронза медале тивĕçнĕ. Унсăр пуçне хĕрсем пуш уйăхĕн 27-29-мĕшĕсенче Мускавра иртекен Раççей ăмăртăвне хутшăнĕç.

 

Рубрика: 

Комментари хушас