Чăваш Енре — çамрăк журналистсем

5 Çу, 2016

Пирĕн республика массăллă информаци хатĕрĕсемпе кино студийĕсен çамрăк представителĕсене пухрĕ. Иртнĕ çулхи пекех вĕсене "Росинка" физкультурăпа сиплев комплексĕ йышăнчĕ.

27-мĕш хут иртнĕ "Атăлçи тĕлпулăвĕсем" фестивале Çĕпĕрпе Урал тăрăхĕнчен, Çурçĕр Кавказпа Инçет хĕвелтухăçĕнчен, Мускавпа Питĕр хулисенчен, Калининградран, çавăн пекех Украинăпа Беларуç, Казахстанпа Молдова çĕршывĕсенчен килнĕ 400 ытла яшпа хĕр хутшăнчĕç. Чăваш Ене пĕрремĕш хут АПШри чи лайăх шкул телестудийĕпе Луганскри "Кадрики" киностуди ăстисем çитрĕç.

Пуласлăхра хăйсен пурнăçне журналистикăпа, кинопа тата фотоÿнерĕпе çыхăнтарма шухăшлаканскерсем "çавра сĕтелсенче", пултарулăх мастерскойĕсенче, ăсталăх сехечĕсенче, тĕрлĕ тренингпа тавлашу лапамĕсенче хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç, çĕнĕ проектсене тишкерчĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, ача-пăча студийĕсене аталантармалли мелсем çинчен сăмах пуçарчĕç. Професси хăйнеевĕрлĕхĕн вăрттăнлăхĕсене РФ Журналистсен союзĕн, Мускав патшалăх университечĕн, телекуравпа радио хыпарлав институчĕн, РФ кинематографистсен союзĕ çумĕнчи çамрăксен центрĕн, "Юнпресс" агентство ĕçченĕсем уçрĕç.

ЧР информаци политикин министрĕ Александр Иванов палăртнă тăрăх — ку фестиваль паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа ăсталăха туптама, професси уйрăмлăхĕсене ăса хывма, туслă çыхăнусем йĕркелеме, çĕнĕ пуçарусемпе паллашма май парать.

Сăмах май, "Атăлçи тĕлпулăвĕсем" фестиваль пĕрремĕш хут 1991 çулта Çамрăк журналистсен лигипе "Юнпресс" пултарулăх пĕрлешĕвĕ пуçарнипе иртнĕ.

А.МИХАЙЛОВ.