Чăваш Енре «Арçынсен репродуктивлă сывлăхĕ тата нумай çул хастар пурăнасси» программа хута кайĕ
27 Apr, 2018 | Сывлăх | ларусем

2017 çулта кĕркунне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Сывлăх министерствин специалисчĕпе Олег Аполихинпа тĕл пулнă. Тĕплĕ калаçу регион ертÿçине çĕнĕ пуçару тума хĕтĕртнĕ: Чăваш Енре «Арçынсен репродуктивлă сывлăхĕ тата нумай çул хастар пурăнасси» программа хута яма йышăннă. Сăмах май, вăл Раççейри 19 регионра тата чикĕ леш енчи 4 çĕршывра пурнăçланма пуçланă та ĕнтĕ. Паянхи куна Чăваш Енре 2018-2020 çулсенче хута ямалли асăннă программăн паспортне хатĕрлесе çитернĕ. Çакăн çинчен Михаил Игнатьев ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Республика клиника больницинче арçынсен репродукци сывлăхне сыхлассине халалласа иртнĕ «çавра сĕтеле» хутшăннă май пĕлтерчĕ.

Вăл çивĕч темăна çĕклеме республикăра арçынсемпе хĕрарăмсен пурăнас çулĕсен вăтам кăтартăвĕсен уйрăмлăхĕ пысăкки те хĕтĕртнине пытармарĕ. Статистика чăнах та лăплантараканниех мар: хальхи вăхăтра этемлĕхĕн вăйсăр çуррипе танлаштарсан арçынсем вăтамран 12 çул сахалрах пурăнаççĕ-мĕн.

Çивĕч ыйтăва сÿтсе явма пухăннисен йышĕнче Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов, Н.А.Лопаткин ячĕллĕ урологипе интервенци радиологийĕн ăслăлăх-тĕпчев институчĕн ĕçченĕ Игорь Шадеркин пулчĕç.

Темăна сÿтсе явнă май Владимир Викторов хăйĕн шухăшне уçăмлатрĕ: «Медицина çÿллĕ шайри технологийĕсемпе усă курни кăна лару-тăрăва пĕтĕмĕшле лайăхлатма çителĕксĕр. Арçынсене сывлăхне упрас ĕçре профилактика хутлăхне вăйлатмалла. Çынсем сывлăхшăн чи малтан хăйсем яваплине туйма пуçлани пĕлтерĕшлĕ. Диспансеризаци тĕллевĕсене анлăлатмалли те куç кĕрет паллă».

Çивĕч ыйтăва сÿтсе явма сывлăх сывхлав учрежденийĕсен ертÿçисемпе пĕрлех общество пĕрлешĕвĕсен лидерĕсем те — вĕсен йышĕнче Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Алевтина Федорова, Ашшĕсен канашĕн председателĕн заместителĕ Олег Волков та — хутшăнчĕç.

 

Ирина ИВАНОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас