Чăваш Енпе ВТБ банк: çыхăну çирĕпленет

16 Раштав, 2015

Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче ВТБ банк правленийĕн членне Чаба Зентаине йышăнчĕ. Раççейри финанс ушкăнĕсенчен чи пысăккисенчен пĕри шутланакан банкпа республика хушшинчи çăхăнăва çирĕплетес ыйтăва сÿтсе яврĕ.

ВТБ банк уйрăмĕ Чăваш Енри бизнес пĕрлĕхне тата уйрăм çынсене кредитпа тивĕçтерессипе пысăк ĕç тунине, уйрăммăн илсен ВТБ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен хушшинче çĕкленекен «çĕнĕ хулана» тума хутшăнакан организацисене пысăк кредит уйăрса ĕçе вырăнтан тапратма пулăшнине палăртрĕ.

Михаил Игнатьев республикăри предпринимательсемпе банк хушшинчи çыхăну çирĕпленессе шаннине пĕлтерчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Рубрика: