Чăваш Енĕн сывлăх урокĕсем — ыттисемшĕн тĕслĕх

28 Çĕртме, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ФАО Канашĕн РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пыракан ларăвне хутшăннă. Лару Пермь хулинче иртнĕ. Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту — патшалăх влаçĕн органĕсем гражданла обществăна аталанарас енĕпе ĕçлени тата социаллă тĕллевлĕ коммерциллĕ мар организацисене пулăшни.

Канаш ларăвĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ куравра Чăваш Енĕн пĕлтерĕшлĕ проекчĕсемпе паллашма май пулнă. Вĕсен йышĕнче — Нина Смирновăн Ĕç çыннин çулталăкне халалласа рабочи профессийĕсен ячĕ-сумне çĕклекен куçса çÿрекен куравĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх — ачасемпе çул çитмен çамрăксен професси суйламашкăн тулли информаци илмелле. Куравра çакна ăнăçлă кăтартнă.

Оксана Вербина Чăваш хутлăхĕнче фитнес-аэробика мелĕсемпе усă курса массăллă зарядкăсем йĕркелени тата физкультурăн дифференциллĕ урокĕсем ирттерни, çапла вара сывă пурнăç йĕркине тĕпе хуни çинчен пĕлтернине Михаил Бабич ырланă, Чăвашсен паха опычĕпе ыттисен те усă курмаллине палăртнă.