Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди — Спартакиада призерĕ

7 Çурла, 2018

Чăваш Республикинчи велоспорт шкулĕн воспитанникĕсем Ижевск хулинче иртнĕ Раççей çамрăкĕсен IV Спартакиадинче маунтинбайк енĕпе икĕ «бронза» çĕнсе илнĕ.

Вăйлă 17-22 çулсенчи спортсменсен хушшинчи ăмăрту çурлан 2-6-мĕшĕсенче иртнĕ. Кунта хутшăнма Чăваш, Удмурт, Тутар республикисенчи, Краснодар, Пермь крайĕсенчи, Белгород, Воронеж, Мускав, Новосибирск, Ростов, Самар, Свердловск, Тюмень, Челябинск облаçĕсенчи, Мускавпа Санкт-Петербург хулисенчи çамрăксене суйланă.

Чăваш Ен чысне Валерий Ярды ячĕллĕ олимп резервĕсен 7-мĕш спорт шкулĕн команди — спорт мастерĕн кандидачĕсем Сергей Лукьянов, Евгений Евграфов, Лавр Селиванов, Олеся Крылова, Ольга Кузьмина, Диана Стеблиенко — хÿтĕленĕ.

Спартакиада программи пуян пулнă. Тĕрлĕ эстафетăри, кросс-кантри чупури балсене шута илсе пирĕн çамрăксем пьедесталăн 3-мĕш картлашкине йышăнма пултарнă.

 

Рубрика: 

Комментари хушас