«Чăваш Енĕм, Чăвашстан, савнă хĕрÿ эпĕ сан»

29 Чÿк, 2016

Чăваш пикисем сăпайлă та илĕртÿллĕ, ĕçчен те ăста, хастар та ăслă. Вĕсем чăвашлăхшăн тăрăшаççĕ, халăх йăли-йĕркине, чĕлхине упраса хăварассине мала хураççĕ. Калани чăнлăхпа тÿр килет-ши? Çак ыйтăвăн хуравне шырарĕç те шăматкун 6-мĕш хут иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Чăваш пики» конкурсра. Ĕç çыннин çулталăкне тата Амăшĕн кунне халалланă уяв «Алран кайми аки-сухи» халăх юррипе тата Чăваш Енри паллă хĕрарăмсен сăнĕсене кăтарнипе пуçланчĕ. Чипер пикесене ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, ЧР вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев тата Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов ăнăçу сунчĕç.

 Чăваш патшалăх филармонийĕн сцени çине 10 регионтан килнĕ 31 пике тухрĕ. Тÿрех палăртмалла: кунашкалли нихăçан та пулман. Ытти чухне 15-18 пикерен ытла хутшăнман. Кăçал конкурсантсен географийĕ анлă пулчĕ: Тутарстан, Пушкăртстан, Самар, Ульяновск облаçĕсем, Ямал-Ненец, Ханты-Манси автономи округĕсем, Крым Республики, Мурманск, Тюмень хулисем. Чăваш Ен чысне 13 районпа 3 хула пикисем хÿтĕлерĕç.

Чăваш Ен тĕп хулинче çуралса ÿснĕ Яна Викторовăна уйрăмах йывăр килчĕ пулĕ: пике сцена çине чи пĕрремĕш тухрĕ. Медицина колледжĕнче вĕренекенскер юрлама-ташлама ăста, хăйĕн пултарулăхне ташăра та кăтартрĕ. Тĕрлĕ конкурсра палăрма ĕлкĕрнĕ вăл, чăваш пикисен тупăшăвне хутшăнма ăна «Мисс студенчество Чувашии» конкурс хавхалантарнă. Хăйĕн пурнăçне медицина ĕçĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленекен Мария Васильева та ташлама юратать. Шупашкарти Ленин районĕн чиперкки «Колледж пики» конкурсра мала тухнă хыççăн Пĕтĕм Раççейри конкурсăн йĕркелÿ комитетне хăюллăнах çыру ăсатнă.

Патăрьел районĕнчи Мария Самделова ку конкурса иккĕмĕш хут хутшăнать, çавăнпа сцена çинче хăйне килти пекех туйрĕ. Тĕрлĕ концертпа уява ертсе пыни те Чăваш патшалăх уни-верситечĕн студенткине пултарулăхне туллин уçса пама пулăшрĕ ахăртнех. Журналист ăсталăхне Наци радиовĕнче туптаканскер /итлекенсем ăна «Ирхи кăмăл» радиокăларăм тăрăх аван пĕлеççĕ/ Константин Ивановăн вилĕмсĕр поэмине питĕ кăмăллать. Кăçал та вăл пултарулăх кон-курсĕнче Нарспи сăнарне кăтартса пачĕ.

Çĕрпÿпе Йĕпреç пикисем Диана Моисеева /И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультечĕн студентки/ тата Ксения Шибаева /И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн технологипе экономика факуль-течĕн студентки/ артист пулмах çуралнăн туйăнчĕ. Куракансен умне вĕсем ывăлне вăрçăра çухатнă амăшĕ ролĕпе тухрĕç. Диана хăй хайланă «Каçар мана, ывăлăм» сăввине тата Ксения амăшĕ çырнă калавне итлесе çынсен куçĕ те шывланчĕ. Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен Нелли Львовăн «Уйăх çинчи пике» сценкине те чылайăшĕ килĕштерчĕ.

Э.Кошелевăна ашшĕ-амăшĕ çуралсанах питĕ илемлĕ ят парнеленĕ — Элпи. Шупашкарти коопераци институтĕнче пĕлÿ илекенскер юрист пулма хатĕрленет. Хулари лицейрен вĕренсе тухнă пике пушă вăхăтра «Пилеш» фольклор ушкăнĕнче чăваш юрри- ташшине ăша хывнă. Филармони сцени çине те вăл çак ушкăнпа пĕрле тухса халăх кĕвви-çеммипе савăнтарчĕ. Хĕрлĕ Чутайри Наталья Соловьева хитре юрăпа тыткăнларĕ. 2015 çулта Пĕтĕм Раççейри «Кĕмĕл сасă» кон-курсра Гран-при çĕнсе илнĕскере тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Самар тăрăхĕнчен çитнĕ Антонинăпа Татьяна Сашинăсем те çамрăк юрăçсен тупăшăвĕнче ăсталăхне аталантарнă. Ку хутĕнче Тутарстанра çуралса ÿснĕ йĕкĕреш хĕрсем «Чăваш пикинче» хăйсен вăйне тĕрĕслеме шухăшланă. Шупашкарти Мускав районĕн чысне хÿтĕленĕ Анна Юнкерова 16 çулта çеç пулин те чăваш эстрадинче палăрма ĕлкĕрнĕ: вăл — Людмила Кинер ертсе пыракан «Шупашкар» ушкăн солистки. Тĕрлĕ халăх культурипе кăсăкланаканскер куракансен умне Инди ташшипе тухрĕ.

Тутарстанри Çĕпрел тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Ксения Романова Хусанти федераци университетĕнче вĕренет. Универсиада ялĕнче чăваш çамрăкĕсемпе пĕрле вăл «Аталан» ушкăн йĕркеленĕ. Ксюшăн алли пит çыпăçуллă: вăл тĕрлĕ материалтан илемлĕ чечексем, çыхăсем тăвать. Жюри членĕсене те вăл хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Сăмах май, «Тутарстанри чăваш пики — 2016» конкурс çĕнтерÿçи Чăваш Ене пысăк ушкăнпа килнĕ.

Мурманск тăрăхĕнчен çитнĕ Екатерина Иванова та пултаруллă. Пурнăçа юратакан, çут çанталăк илемĕпе киленекен пике РФ Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕнче юрист дипломне алла илнĕ. Ÿнер шкулĕнче вĕренни ăна кулленхи пурнăçра та, ĕçре те, пултарулăхра та пулăшса пырать. Хăй ăсталанă Мучи пуканипе тăла пуснине кăтартса пачĕ вăл.

Ăс-хакăл конкурсĕ чи йывăрри теççĕ. Çапах кăçал хĕрсем ыйтусене çăмăллăнах хуравларĕç — аван хатĕрленнĕ курăнать. Тупмалли юмахсене те, ваттисен сăмахĕсене те, чăваш халăхĕн йă-лисене те, чĕлхе вăрттăнлăхĕсене те лайăх пĕлеççĕ. Виççĕшĕ кăна «çухалса» кайрĕç: пĕри Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятне пăтраштарчĕ, тепри салтака каякан каччă мĕншĕн алшăлли çыхнине ăнлантараймарĕ, виççĕмĕшĕ «автомобильная пробка» тенине чăвашла тĕрĕс куçараймарĕ. Шел те, конкурсра хăшĕ- пĕри тăван чĕлхене пĕлменни палăрчĕ.

Чăваш хĕрĕсем ĕлĕкрен апат-çимĕç хатĕрлеме ăста пулнă. Хальхи пикесем тĕрлĕ кукăль янтăлама, яшка пĕçерме, сăра вĕретме пĕлеççĕ-ши? Апат-çимĕç конкурсĕ пикесем маттур арăм пулассине çирĕплетрĕ. Пĕри те уява пушă алăпа килмен. Шăрттанпа, хуплупа, хуран куклипе, чăкăтпа, шарккупа, пÿремечпе тата ытти апатпа сăйларĕç вĕсем жюри членĕсене. Хăйнеевĕрлисем çинчен уйрăм палăртас килет. Акă Ксения Романова Хусантан пельменьпе тата тутар апачĕпе — чак-чакпа — çитнĕ, Сургут пики Василиса Жигулева кавăн пăтти янтăланă, Куславкка районĕнчи Тĕмшер хĕрĕ Людмила Мушкарева тăвара ятлă вырăнти çимĕçпе хăналарĕ, Етĕрне хулинчи Татьяна Ястребова палан кĕселĕ вĕретсе килнĕ.

Пилĕк конкурс витĕр тухнă пикесене хакласа жюри /председателĕ — Петр Вязов предприниматель/ çапларах пĕтĕмлетÿ турĕ: Пĕтĕм Раççейри «Чăваш пики — 2016» конкурс çĕнтерÿçин ятне тата Крыма канма каймалли путевкăна Тутарстанри Çĕпрел тăрăхĕнчи Ксения Романова тивĕçрĕ. «Вице- чăваш пики» ята Пушкăрт Республикинчи Ĕпхÿ хĕрĕ Елена Садыкова çĕнсе илчĕ. «Чи хÿхĕм пике» номинацире Крым Республикин чысне хÿтĕленĕ Ксения Сергеева мала тухрĕ. «Куракансем кăмăлланă пике» — Канаш районĕнчи Мила Яковлева, «Чи çепĕç пике» — Элĕк районĕнчи Нелли Львова, «Чи ăслă пике» — Пушкăрт Республикинчи Октябрьски хулин чиперкки Дарья Степанова. Чĕмпĕр тăрăхĕнчен килнĕ Ангелина Адамовăпа Ямал-Ненец автономи округĕнчи Екатерина Сафронова та парнесĕр юлмарĕç. Вĕсем «Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике» номинацире палăрчĕç.

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: