Чăваш Ен - виççĕмĕш вырăнта

27 Чÿк, 2015

Раççейри общество çыхăнăвĕсен аталанăвĕн компанийĕн аналитика центрĕ кăçалхи юпа уйăхĕнче Пĕтĕм Раççей ял хуçалăх çыравĕн тематикин информаци хутлăхĕн черетлĕ мониторингне ирттернĕ тата регионсен, çĕршыв хулисен тата Росстатăн территори подразделенийĕсен хушшинче çĕнтерÿçĕсене палăртнă.

Тишкерÿ кăтартăвĕсем тăрăх пĕрремĕш вырăна - Мускав хули /129 хыпар/, иккĕмĕшне - Красноярск крайĕ /74/, виççĕмĕшне Чăваш Республики /67/ йышăннă.

Массăллă информаци хатĕрĕсенче Пĕтĕм Раççей ял хуçалăх çыравĕн ыйтăвĕсене хускатнин рейтингĕнче Мускав хулин кăларăмĕсем - пĕрремĕш, Ставрополь тăрăхĕнчисем - иккĕмĕш, Красноярск хутлăхĕнчисем - виççĕмĕш вырăнсенче, Шупашкартисем Симферопольтисемпе саккăрмĕш вырăна пайланă.

Федерацин патшалăх статистика службин тата унăн территори подразделенийĕсене пичет материалĕсенче 752 хут асăннă. Ку енĕпе Алтайкрайстат малта /90 хут/, Саратовстат - иккĕмĕш /43/, Крымстат - виççĕмĕш /30/. 23 хыпарпа Чăвашстат улттăмĕш вырăн йышăннă.

Рубрика: