Чăваш Ен уява хатĕрленет

30 Ака, 2015

Кирек хăш килхуçи те хăна-вĕрле пухас умĕн кил-çуртне тирпейлет, мĕн-мĕн хатĕрлемеллине палăртать, йыхрав ярать. Тараватлăн кĕтсе илсе чыслăн ăсатасси - тĕпре тăван хăлăхăмăрăн. Шăпах çавăн çинчен сăмах пычĕ те кăçалхи Республика кунĕн йĕркелÿ комитечĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ пĕрремĕш ларăвĕнче.

Сумлă уявăн тĕп мероприятийĕсен анлă программипе Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçин пĕрремĕш заместителĕ - шалти политика управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов паллаштарчĕ. Сергей Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи программăна хатĕрленĕ чухне пысăк праçникăн унчченхи паха опычĕпе, районсенче тата республика тулашĕнче ирттерекен мероприятисен ырă енĕсемпе усă курнă. Йĕркелÿ комитечĕн членĕсем ăна пур енлĕн тишкернĕ хыççăн никĕс вырăнне йышăнчĕç. Паллах, пурнăç улшăнусем кĕртме пултарĕ.

Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Ольга Ланцова йăлана кĕнĕ Шупашкарти экономика форумне, регионсен хушшинчи 22-мĕш «Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх» выставкăна тата фейерверксен тĕнчери 8-мĕш фестивальне ирттерме хатĕрленсе мĕн туни тата мĕн палăртни çинчен каласа кăтартрĕ. Уяв кунĕнче - форумăн пленарлă ларăвĕ иртесси, туслă çыхăнусем йĕркелесси çинчен калакан документсене алă пусасси, «В2В» форматри хутшăнусем... Тĕп темăсем, паллах, «Бизнес тата инвестици», «Инноваци инфратытăмĕ - регионсен аталанăвĕн тĕп механизмĕ», «Ÿсĕмĕн çĕнĕ çăлкуçĕсем» тата ыттисем пулĕç.

Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Казакова ведомствăн уяв тапхăрĕнчи анлă программи çинчен чарăнса тăчĕ. Чăннипех, вăл анлă тата нумай енлĕ. «Раççей çăлкуçĕсем» Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн 23-мĕш фестивалĕ хăй кăна мĕне тăрать! Çĕршыври 50 ытла субъектран, çав шутра - Крым çурутравĕпе Севастополь хулинчен те, урăх патшалăхсенчен /сăмахран, Беларуçран/ те художество пултарулăх коллективĕсем килме кăмăл тунă. Вĕсене кĕтсе илме, вырнаçтарма хатĕрленме тытăннă ĕнтĕ. Татьяна Васильевна вĕсемпе çыхăну йĕркелени, йыхравсем яни, ыйтусене сÿтсе явни çинчен пĕлтерчĕ. Республика кунĕн уявĕнче çавăн пекех Пĕтĕм чăвашсен виççĕмĕш «Акатуйĕ», алĕç ăстисен «Русь мастеровая» конкурсĕ иртмелле. Тата ытти те. Вĕсемпе «Хыпар» хаçат тĕплĕнрех паллаштарса тăрĕ-ха. Хальлĕхе йĕркелÿ комитечĕ министерство сĕннĕ программăна йышăнчĕ. Унăн тĕлĕшпе премьер-министрăн сĕнÿсемпе асăрхаттарусем те пулчĕç, ведомство ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Т.Казакова вĕсене шута илме шантарчĕ.

Республика кунĕн уяв мероприятийĕсем кăçал Шупашкар хулипе Канаш районĕнче иртĕç. Вĕсем çакна конкурсра çĕнтерсе тивĕçнĕ. Тĕп хуламăрпа Канаш Ен ăна мĕнле хатĕрленни çинчен Шупашкар хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов каласа кăтартрĕç. Йĕркелÿ комитечĕ вĕсен уяв программисене те ырларĕ, палăртнисене вăраха ямасăр пурнăçлама тытăнма сĕнчĕ.

Юрий ЛИСТОПАД

Рубрика: