Чăваш Ен ушкăнĕ 7 медальпе таврăннă

15 Çурла, 2018

Çак кунсенче Южно-Сахалинск хулинче Раççейри «Çамрăк профессионалсем» 4-мĕш чемпионатăн финалĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен пĕрлештернĕ ушкăнĕ те хутшăннă. Ентешсем пурĕ 7 медаль çĕнсе илнĕ.

Çĕнтерÿçĕсен йышĕнчи Александр Мусатовăн, Шупашкарти электромеханика колледжĕн вĕренекенĕн — чи çÿллĕ шайри награда. «Промышленноç автоматики» компетенципе ăмăртса вăл чи малти вырăна тухма пултарнă.

Асăннă чемпионат çĕнтерÿçисемпе призерĕсене WorldSkills Russia наци сборнăйĕн йышне кĕртме сĕнĕç. Ку командăн Раççей чысне EuroSkills 2018 пĕтĕм тĕнчери ăмăртура хÿтĕлеме тивĕ. Ăна Будапештра ирттерме палăртнă.

Ирина ИВАНОВА.

Комментари хушас