Чăваш Ен те — малтисен йышĕнче

26 Утă, 2016

ЖКХ тытăмне инвестицисем явăçтарма хатĕр регионсен рейтингĕнче — ăна Раççей Стройминĕ хатĕрленĕ — 2016 çулхи иккĕмĕш кварталта Чулхула облаçĕ лидер пулса тăнă, иккĕмĕш вырăнта — Вологда облаçĕ. Виççĕмĕшĕнче — Хакаси, унтан — Мускав, Ямал-Ненец округĕ тата Чăваш Республики.

Иккĕмĕш квартал кăтартăвĕсемпе рейтинг пуçламăшĕнче вырнаçнă ултă регион виçĕ уйăх маларах та ертсе пыракан йышрах пулнă. «Коммуналлă инфратытăма уйрăм капиталсен шучĕпе юсаса çĕнетесси — пĕлтерĕшлĕ тĕллев. Çĕршывра пĕтĕмĕшле инвестици хастарлăхĕ чакса пынине пăхмасăр, Раççей Стройминĕ субъектсемпе килĕштер-се ĕçленĕрен, инвесторсем асăннă отрасльпе кăсăкланассине сыхласа хăварма май килчĕ. ЖКХ сферине 2015 çулта пĕтĕмпе 183 миллиард тенкĕ хывнă, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 158 концесси тунă та ĕнтĕ», — тенĕ РФ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата строительство министрĕн заместителĕ, пурăнмалли çурт-йĕр патшалăх тĕп инспекторĕ Андрей Чибис.

Ку рейтинга 2015 çултан пуçласа кашни кварталтах хатĕрлеççĕ. Тĕпчеве Раççейĕн пĕтĕм субъекчĕ хутшăнать. Регионсен илĕртÿлĕхне 12 критерие тĕпе хурса хаклаççĕ.

И.НИКОЛАЕВА

 

Рубрика: