Чăваш Ен - тăваттăмĕш вырăнта

15 Раштав, 2015

РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич округ канашĕн Киров хулинче иртнĕ ларăвĕнче халăха медицинăн пахалăхлă пулăшăвĕпе тивĕçтереслĕхе тата унпа усă курма пултараслăха ÿстерессине çĕршыв ертÿлĕхĕ çирĕп тĕрĕслесе тăнине пĕлтернĕ.

Медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явмашкăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей сывлăх сыхлав министрĕн заместителĕ Сергей Краевой, Раççей Генеральнăй прокурорĕн заместителĕ Сергей Зайцев, Наци медицинин палатин президенчĕ Леонид Рошаль тата ыттисем хутшăннă.

Ларура тухса калаçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăх пурнăçĕн пахалăхне ÿстерес енĕпе тытса пыракан политикăна ĕçе кĕртни медицинăпа демографи лару-тăрăвне ырă витĕм кÿнине пĕлтернĕ, республикăра сывлăх сыхлавне аталантарас енĕпе тунă çитĕнÿсемпе паллаштарнă.

Канашлура Сывлăх сыхлавне йĕркелекен тата тытса пыракан аслă шкулăн ертÿçи, медицинăн пахалăх енĕпе ĕçлекен пĕрлĕхĕн ассоциацийĕн правленийĕн председателĕ Гузель Улумбекова ФАО регионĕсен сывлăх сыхлавĕн Блумберг агентствин меслетлĕхĕпе хатĕрленĕ рейтингĕпе паллаштарнă. Чăваш Республики унта - тăваттăмĕш вырăнта.

Рубрика: