Чăваш Ен тата Беларуç: хутшăнусем çирĕпленеççĕ

Паян ЧР Правительство çуртĕнче Беларуç Республикипе Чăваш Республики хушшинчи ăслăлăхпа техника, суту-илÿпе экономика тата культура çыхăнăвĕсене анлăлатас енĕпе ĕçлекен ушкăнăн XI ларăвĕ иртрĕ.

Канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. Вăл икĕ енлĕ ĕçлĕ хутшăнусем 2002 çулта йĕркеленнине палăртрĕ, çавăн чухнех хутшăнусене анлăлатас енĕпе тăрăшакан ушкăна туса хунине аса илтерчĕ. «Çак туслăх пирĕншĕн питĕ хаклă. Вăл малашне тата та çирĕпленсе, вăй илсе пырасса шанатăп», — терĕ Михаил Игнатьев. Беларуç Республикин промышленноç министрĕн пĕрремĕш заместителĕн Геннадий Свидерскин шухăшĕпе — ĕçлĕ çак хутшăнусене çирĕп тытса пыма майсем çителĕклĕ. «Тĕллевсем лартнипе çеç мар, вĕсене пурнăçа кĕртме те пултаратпăр», — палăртрĕ хăна.

Ларура шăпах çав тĕллевсене, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Беларуç Республикин Правительстви суту-илÿпе экономика, ăслăлăхпа техника тата социаллă пурнăçпа культура енĕпе 2017-2019 çулсем валли тунă килĕшĕве тĕпе хурса палăртнă мероприятисене, ĕçе кĕртнине сÿтсе яврĕç. Çитĕнÿсем куçкĕрет. Беларуç Республики Чăваш Енĕн стратегиллĕ партнерĕ шутланать. Экспорт тата импорт хутшăнăвĕсен кăçалхи тăхăр уйăх кăтартăвĕсемпе вăл иккĕмĕш вырăнта тăрать. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ 17,2 процент ÿснĕ, экспорт — 19,5 процент, импорт 16,3 процент хăпарнă.

Геннадий СВИДЕРСКИЙ, Беларуç Республикин промышленноç министрĕн пĕрремĕш заместителĕ:

Ĕçлĕ çул çÿреве эпир Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен пуçларăмăр. Кунта Беларуç техникине вĕрентекен икĕ агрокласс уçрăмăр, производство практикине пирĕн тăрăхри промышленноç предприятийĕсенче ирттерме калаçса татăлтăмăр. Килес çул пирĕн республикăна нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнăранпа 75 çул çитет. Уява паллă тума Чăваш Енрен çамрăксем пырасса шанса тăратпăр. Сирĕн ентешсенчен чылайăшĕ Беларуçе хÿтĕленĕ, ирĕке кăларнă. Вĕсен ячĕсем Беларуç историне ылтăн сас паллисемпе çырăннă. Çамрăк ăру çакăн пирки пĕлме тивĕç тесе шухăшлатăп. Çавăн пекех паян Беларуçре туса кăларнă автобуссене парнелерĕмĕр. Малашне пирĕн техника Шупашкарăн хитре урамĕсене илем кÿрессе, халăхшăн усăллă пуласса шанса тăратпăр.

СĂМАХ МАЙ

Беларуç Республикин промышленноç министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Геннадий Свидерский ертсе пыракан делегаци Чăваш Республикине чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче килнĕ. Республикăра хăнасем чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕччен пулĕç. Çак тапхăрта вĕсем Чăваш Ен агромпромышленноçĕн, транпспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн, строительствăпа пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн, промышленноç ĕçĕ-хĕлĕпе паллашĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас