Чăваш Ен шкулĕсем - Раççейре чи лайăххисен йышĕнче

16 Юпа, 2015

Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви 2014-2015 вĕренÿ çулне пĕтĕмлетсе çĕршыври чи лайăх шкулсене палăртнă. ТОП-500 йышне Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи 9 вĕренÿ организацийĕ кĕнĕ. Рейтингра 81 регионри шкулсене пăхса тухнине шута илсен конкуренци çирĕп пулни - куçкĕрет.

Ялсенчи шкулсене ачасен пултарулăхне аталантарма майсем йĕркелес енĕпе хакланă. Чи лайăх 200 шкул шутĕнче - пирĕн республикăри 6 пĕлÿ çурчĕ. Ку кăна та мар. Профиль енĕсемпе пĕлÿ мĕнлерех парса пынине уйрăммăн тишкерсе хакланă. Ку тĕлĕшпе çапла чи лайăх 100 шкула палăртнă. Чăваш Ен кунашкал ушкăнра та - лидерсен хушшинче. Сăмах май, профиль вĕрентĕвне тĕпчесе ирттерессине рейтинга кăçал пуçласа кĕртнĕ.

Республикăри шкулсем çуллен чи лайăххисен йышне лекни, унран та ытла - вĕсен /хуларисен те, ялтисен те/ шучĕ ÿссех пыни савăнтарать. Акă, иртнĕ вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе хулари 6 шкул, ялти 5 шкул федераци шайĕнчи хаклавра чи хисеплĕ вырăнсенче пулнăччĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă фактсене республикăри вĕренÿ тытăмĕнчи ырă улшăнусемпе çыхăнтарать. Юлашки çулсенче республика ку отрасле аталантарма, çĕнетме чылай тăрăшни хăйĕн тухăçне парать те. Бюджетра вĕренÿ тытăмĕ валли уйăракан тăкаксен статйи - чи пысăкки. Вĕренÿ лабороторийĕсене, пурлăх-техника никĕсне пуянлатма укçа-тенкĕ чылай тăкаклани, шкулсенче спорт залĕсене тĕпрен юсаса çĕнетни - çитĕнÿсен пуçламăшĕ. Ачасене шкулсенче паха пĕлÿ парасси - приоритетлă тĕллев. Ăна пурнăçа кĕртсе пырас тесех 2025 çулччен Чăваш Ен территорийĕнче çĕнĕ 30 шкул хăтласа хута ярасшăн.

Светлана ПЕТРОВА, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ:

- Чăваш Енри шкулсем çуллен чи лайăххисен списокĕсене лекнинчен тĕлĕнмелли çук. Кунта патшалăх политики вĕрентĕве мала хунипе пĕрлех педагогсен ăсталăхĕ пысăккине те палăртмалла. Çитĕнÿсем шкул ачисен пĕлĕвне ÿстерессишĕн ашшĕ-амăшĕ çине тăмасăр та пулайманни паллă. Телее, хальхи вăхăтра ачисем тарăн пĕлÿллĕ пулччăр тесе тăрăшакан чылай.

Рейтингсенче хăшпĕр шкулсен ячĕсем пуласси пирки те иккĕленÿ çукчĕ: Шупашкарти 3-мĕш лицей, 1-мĕш, 4-мĕш, 5-мĕш гимназисем, Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимнази. Ялтисен хушшинче хăйсен ятне çÿлти шайрах сыхласа хăварма пултарнă Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Вăрмар шкулĕсене палăртас килет. Райцентрсенчи шкулсем çапла çитĕнÿ тăвайни хăй вăхăтĕнче эпир вĕсене ресурс центрĕсене çавăрнипе те çыхăннă. Чаплă оборудовани вырнаçтарни, пĕчĕк ялсенчи шкулсенчен вĕренекенсене район центрĕнчи шкула автобуспа илсе çÿрессине йĕркелени, педагогсен квалификацине вăхăтран вăхăта ÿстерсех тăни, профиль класĕсем уçни - акă, паянхи кăтартăвăн никĕсĕ.

Ирина ПУШКИНА.

Рубрика: