Чăваш Ен Пуçлăхĕ Пӗтӗм тӗнчери тавралӑха сыхламалли кун ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери тавралӑха сыхламалли кун ячӗпе, мӗнпур эколога вара – професси уявӗпе саламлатӑп!

Ҫут ҫанталӑкпа вырӑнлӑ усӑ курасси, тавралӑх хутлӑхне тата ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсене сыхласа упрасси – патшалӑхпа обществӑн чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсенчен пӗри.
Чӑваш Ен чылай ҫул хушши ӗнтӗ ҫӗршыври экологи лару-тӑрӑвӗ лайӑх шайри регионсен шутне кӗрет. Ҫак ҫитӗнӗве эпир пӗрлехи ӑнӑҫлӑ ӗҫӗмӗре пула тата тӑван ҫӗре чунтан юратнӑран тума пултартӑмӑр.
Республикӑра тавралӑх хутлӑхне сыхлас сферӑра тухӑҫлӑ ҫӗнӗ технологисем, экологи хӑрушсӑрлӑхне ӳстерме тата ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсене сыхласа упрама пулӑшакан пысӑк пӗлтерӗшлӗ проектсем ӗҫе кӗреҫҫӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтри ултӑ ҫуллӑх тапхӑрти пирӗн тӗллев – «Экологи» наци проектне пурнӑҫланӑ май республика территорийӗнчи ирӗк памасӑр йӗркеленнӗ пӗтӗм ҫӳп-ҫап вырӑнне пӗтересси, Атӑла сыватас енӗпе тумалли ӗҫсене пурнӑҫласси, юхан шывсене тасатасси, ӗҫмелли шыв пахалӑхне лайӑхлатасси, симӗс хутлӑхсен лаптӑ-кӗсене пысӑклатасси.
Пӗлтӗр Питтукасси тата Илпеш ялӗсен ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнӗсене йӗркене кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене вӗҫлерӗмӗр. Ҫапла майпа Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тата Шупашкар районӗнче пурӑнакан ҫынсемшӗн питех те пӗлтерӗшлӗ ҫивӗч ыйтӑва татса патӑмӑр, 34 гектар ытла ҫӗре хуҫалӑх ҫаврӑнӑшне кӗртрӗмӗр.
2015 ҫултан пуҫласа 2019 ҫулччен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 3 350 яхӑн гектарпа танлашакан вӑрман лаптӑкне чӗртсе тӑратнӑ. Ҫав вӑхӑт хушшинче пирӗн вӑрман-сенче пурӑнакан тискер чӗрчунсемпе вӗҫен кайӑксен шучӗ темиҫе хут ӳсрӗ.
Пӗрлехи вӑйпа эпир палӑртнӑ пӗтӗм тӗллеве пурнӑҫлассине, тӑван ҫӗрӗмӗрӗн сайра йышши ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсене упраса хӑварса малалла ӳстерсе пырассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп!
Ҫут ҫанталӑка типтерлӗн сыхласа упранӑшӑн тата уншӑн ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн пурсӑра та тав тӑватӑп. Ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, малашнехи ҫитӗнӳсем тата пуласлӑха шанчӑклӑн пӑхма сунатӑп!

Чӑваш Республикин
Пуҫлӑхӗ                                                                                             М. Игнатьев

5.06.2019

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.