Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти патшалăх университечĕ (МАДИ) 15 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă

19 Юпа, 2015

Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти патшалăх университечĕ (МАДИ) 15 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă. Палăртнă пулăма Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикинчи Аслă шкулсен ректорĕсем тата та ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче МАДИ республикăри чи тухăçлă ĕçлесе пыракан аслă шкулсен хисепĕнче пулнине палăртса хăварнă. Кунта специалистсене уйрăмах пысăк пĕлӳ парассипе тăрăшса ĕçлени куçкĕретех, специалистсен, кунта пĕлӳ илнисен ĕçе вырнаçассипе те нимĕнле йывăрлăхсем те çук. «Раççейре 2018 çулта футболпа тĕнче Чемпионачĕ иртет,  Шупашкарта хăвăрт утассипе чемпионат пулĕ. Çак палăртнă тĕлле федераци шайĕнчи çул-йĕрсен пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулмалла. Çитес çулсенче пысăк хăвăртлăхпа çӳреме ирĕк паракан «Мускав-Хусан» чукун çул хута кайĕ. Чăваш Ен территорийĕ урлă 118 çухрăм пулĕ. Сире валли яланах ĕç вырăнĕсем çителĕклĕ. Ĕç укçин шайĕ пĕтĕмпех эсир еплерех ĕçленинчен килĕ», - тесе палăртса каланă регион Ертӳçи. Аслă шкулта ĕçлекенсене Михаил Игнатьев уйрăмах пысăк тав сăмахĕсем каланă. Чăннипех те,  кунта вĕренме кăмăл тăвакансен шучĕ чакманни савăнтарать, çамрăксем хамăрăн региона вĕренме юлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Студентсене республикăри мероприятисене активлă хутшăннăшăн ырланă. «Пур йывăрлăхсене те çĕнтерме пулать, енчен те малалла ăнтăлма кăмăл тата шухăш пур пулсассăн», - тесе каланă Михаил Игнатьев студентсене. Аслă вĕренӳ учрежденийĕн ушкăнне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тав çырăвĕпе чысланă. Атăлçи филиал МАДИ директорĕ Наталья Евсюкова хăйĕн сăмахĕнче аслă шкул 15 çул хушшинче пурĕ 7 пин ытла студента вĕренсе кăларнине пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхне учрежденийĕн ĕç-хĕлне витĕм кӳнĕшĕн чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Аслă шкулсен ректорсен канашĕн председателĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров республикăри аслă шкулсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртнă, Михаил Игнатьева уйрăмах тав тунă. «Пирĕн регион Ертӳçи вĕрентӳ учрежденийĕсем умне çивĕч тĕллевсем лартать, яланах уçăмлăн ĕçлеме сĕнет.  Тен çавăнпа та эпир пустуй вăхăта сая ярассишĕн ĕçлеместпĕр. Эпир яланах республика Пуçлăхне шанатпăр, унăн витĕмлĕхне те туятпăр. Пире ăнăçлăн малалла ĕçлеме яланах хавхалантараççĕ», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров.

Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ