Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Сĕт фестивалĕ -2015» торжествăлла мероприятине хутшăннă

28 Авăн, 2015

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Сĕт фестивалĕ -2015» торжествăлла мероприятине хутшăннă. Палăртнă уява Шупашкарти Пăр керменĕнче ирттернĕ. Паллă пулăма Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Павлов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕсем Николай Малов, Олег Мешков, сĕт туса илекенсен Наци союзĕн правленийĕн Председателĕ Андрей Даниленко тата та ытти официаллă çынсем пухăннă. Мероприятине уçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сĕн пахалăхĕ пирки, унăн усси пирки чарăнса тăнă. Пахалăхлă шĕвек çын организмĕшĕн çав тери усăллă пулнине каланă. Раççейĕпе илес пулсан, çак шĕвек 8 млн. тонна çитменнине палăртнă. Чăваш Республикинче кун пек йывăрлăх пачах те çуккине асăннă. Пирĕн производительсем хамăр регион халăхне çеç мар, ытти регионсене те сĕтпе тивĕçтернине палăртса хăварнă. Ку енĕпе ĕçе малалла та активлă пурнăçласа пымаллине каланă, проектсене пурнăçа курăмлăн кĕртсе шайлаштармаллине палăртнă. Республикăра сĕт тирпейлекенсене патшалăх пулăшăвĕпе те вăхăтрах тивĕçтерсе пынине асăннă. Сĕт туса илекенсен Наци союзĕн правленийĕн Председателĕ Андрей Даниленко хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикинче çакăн пек пысăк мероприятине йĕркелеме витĕм кӳнĕшĕн Михаил Игнатьева чĕререн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Ку ырă тĕслĕхне çĕршыври ытти регионсем те хапăл тусах йышăннине пĕлтернĕ сумлă хăна. Уявра ĕçре хастарлăхпа палăрнисене тав çырăвĕсене парса хавхалантарнă. Конкурс çĕнтерӳçисене Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин дипломĕсемпе тата тав çырăвĕсене парса чысланă.  Кун йышши мероприятине Чăваш Енре тăваттăмĕш хут йĕркелесе ирттернĕ. Виçĕ çулта пурĕ уява 20 пин ытла çын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă. Палăртма кăмăллă, Чăваш Енре сĕт-çу тирпейлес текенсен хисепĕ 7,5 процент çити ӳсни курăнать.  Хальхи вăхăтра регионта çак асăннă тытăмра пурĕ 17 предприяти ĕçлет. Вĕсем çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 120 пин тонна сĕт, 1,6 пин тонна çу, 800 пин тонна ытла сыр тирпейлесе кăларнă

Рубрика: