Чăваш Ен - пиллĕкмĕш вырăнта

22 Çу, 2015

Раççейри Экономикăн аслă шкулĕн наука-тĕпчев университечĕ /ЭАШ НТУ/ çĕршыври регионсен инноваци аталанăвĕн динамикине тишкерсе аналитика доклачĕ хатĕрленĕ. Чăваш Ен çĕнĕ рейтингра яланхи лидерсен - Мускав, Санкт-Петербург, Татарстан тата Калуга облаçĕ - хыççăн пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Раççейри чи пысăк инновациллĕ регионсен йышĕнче çавăн пек - Свердловск, Чулхула, Новосибирск, Томск тата Пенза облаçĕсем.

ЭАШ НТУ эксперчĕсем 83 региона 37 кăтартупа тăватă тематика блокĕпе палăртса тишкернĕ: социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн условийĕсем, наука-техника потенциалĕ, инноваци политикин пахалăхĕ тата вырăнти инноваци ĕç-хĕлĕ.

«Техника инновацийĕн лидерĕсен йышĕнче - компанисем çĕнĕлĕхсене хăйсем патĕнче хатĕрлесе пурнăçа кĕртекен регионсем. Технологиллĕ инновацисен сферинче яланхи пекех Чăваш Ен тата Тутарстан малта», - тенĕ «Росбизнес-Консалтинг» пичет кăларăмĕнче.

А.СТЕПНОВ.

Рубрика: