Чăваш Ен – пĕрремĕш вырăнта

10 Чÿк, 2016

РФ Спорт министерстви 2015 çулта Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелес енĕпе ирттернĕ смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ.

85 регион хушшинче пирĕн республика "Физкультурăпа массăллă спорт" номинацире пĕрремĕш вырăна тухнă. Регионсен ĕçне 6 енпе хакланă: физкультурăпа массăллă спорт, спорт резервне хатĕрлесси, пысăк çитĕнÿсен спорчĕ, адаптаци спорчĕ, пурлăхпа техника бази тата финанс ыйтăвĕ. Рейтинга пĕтĕмлетнĕ чухне тĕрлĕ кăтартăва шута илнĕ. Калăпăр, республикăра пурăнакан çынсенчен 39,2 проценчĕ спортпа туслă. Ку кăтартупа Чăваш Ен рейтингра 4-мĕш вырăн йышăннă. Ĕçлекенсен йышĕнче сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен шучĕ 31,1 процентпа танлашнă /6-мĕш вырăн/. Чăваш вĕренекенĕсемпе студенчĕсен 73,9 проценчĕ физкультурăпа кăсăкланать /рейтингра — 22-мĕш вырăн/, хĕрарăмсем — 36 процент /1-мĕш вырăн/. Спорт резервне хатĕрлес тата пысăк çитĕнÿсен спорчĕ енĕпе пирĕн республика 23-24-мĕш картлашкасене çĕкленнĕ, массăллă разрядлисен йышĕ — 16,9 процент. Пурлăхпа техника базине пуянлатас тĕлĕшпе — 12-мĕш вырăнта. Адаптаци спортне аталантарас тата спорт отраслĕ валли укçа-тенкĕ тăкаклас тĕлĕшпе тăваттăмĕш теçеткене кĕнĕ. Рейтинг пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Республики 13-мĕш вырăн йышăннă.