Чăваш Ен — лидерсен ушкăнĕнче

17 Çурла, 2016

Наука-тĕпчев финанс институчĕ /НИФИ/ Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен бюджет кăтартăвĕсен уççăнлăхĕн 2016 çулхи рейтингне пĕтĕмлетнĕ. Тивĕçлĕ информацие институтăн официаллă сайтне вырнаçтарнă.

Чăваш Республики бюджет кăтартăвĕсен уççăнлăхĕпе федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăна тухнă, çĕршыври 85 субъект хушшинче 19-20-мĕш вырăнсене йышăнса лидерсен ушкăнне кĕнĕ. Унсăр пуçне республика патшалăх учрежденийĕсен ĕç-хĕлне сăнлакан кăтартусен уççăнлăхĕпе те малти ултă регион шутĕнче. Çак ретре çавăн пекех Воронеж, Тамбов облаçĕсене, Коми Республикине, Краснодар крайне тата Оренбург облаçне палăртнă.

Раççей суъекчĕсен çак рейтингне НИФИ РФ Финанс министерствин саккасĕпе хатĕрлет. Хаклавăн тĕп критерийĕсен шутĕнче — малтанах çирĕплетнĕ бюджет характеристики, бюджета мĕнле пурнăçланине кăтартакан отчет тата ыт.те.

Чăваш Ен общество финансĕсен управленийĕн уççăнлăхĕн шайĕ пысăккине çуллен çирĕплетет. Аса илтерни вырăнлă: 2015 çул кăтартăвĕсем тăрăх республикăна граждансем валли бюджет хатĕрлессипе çыхăннă чи лайăх практикăсене тивĕçтернĕ 9 регион шутĕнче палăртнă. Çав рейтинга РФ Правительстви çумĕнчи Анализ центрĕ РФ Финанс министерствипе тата Правительствăн Уçă правительство ĕçне йĕркелекен комиссийĕпе пĕрле хатĕрленĕ. Ун чухне Чăваш Ен Финминĕн "Бюджет — граждансем валли" проектне Раççейри регионсемшĕн тĕслĕх вырăнне хунă. Çав бюджетра ăна пурнăçланине кăтартакан графиксем, таблицăсемпе диаграммăсем хăй тĕллĕн çĕнелсе пыраççĕ.

К.ЯКОВЛЕВ

Рубрика: