Чăваш Ен коррупципе кĕрешес енĕпе лидерсен шутĕнче

6 Раштав, 2016

Ытларикун Чулхулара РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Атăл тăрăхĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсемпе йăлана кĕнĕ тĕлпулу ирттернĕ. Унта "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн заместителĕ Дмитрий Моисеев, "Грани" хаçатăн тĕп редакторĕ Наталия Колыванова, "Чăваш Ен" ПТРК директорĕ Екатерина Канюка хутшăннă.

Михаил Бабич МИХсен ертÿçисемпе округăн 2016 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тата обществăпа политика пурнăçĕн кăтартăвĕсене сÿтсе явнă. Вăл нацисен тата конфессисен хушшинчи хутшăнусен ыйтăвĕсем, коррупципе тата терроризмпа кĕрешесси влаç ĕç-хĕлĕнче тĕп вырăнта пулнине çирĕплетнĕ. Полпред палăртнă тăрăх, Чăваш Ен — коррупципе кĕрешес енĕпе лидерсенчен пĕри, коррупцие хирĕç тĕрĕслевсен шучĕ çулталăк пуçланнăранпа вунă хут ÿснĕ. Михаил Бабич çынсене ĕç укçи тÿлессипе, ĕç вырăнĕсене упраса хăварассипе, ЖКХпа çыхăннă ыйтусене çирĕп тĕрĕслесе тăни çинчен каланă, пысăк хăвăртлăхлă "Мускав-Хусан" магистраль строительствин теми çинче чарăнса тăнă, проекта 2021 çулта вĕçлесси çинчен пĕлтернĕ. Инвестици илĕртÿлĕхĕн рейтингĕнче вăл Тутарстанпа Чăваш Ене уйрăммăн палăртнă.

"Çак тĕлпулу формачĕ регионсен çивĕч ыйтăвĕсемпе çитĕнĕвĕсем пирки оперативлă майпа пĕлме май парать. Патшалăхăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсене пурнăçлас енĕпе округ хăй, Чăваш Ен кÿршĕ регионсен хушшинче рейтингра хăш йĕркесенче пулнине пĕлме интереслĕ пулчĕ. Михаил Бабич Чăваш Ене коррупципе кĕрешес, инвестици илĕртÿлĕхĕ енĕпе лидерсен шутĕнче асăннине илтме кăмăллă. Вăл хытă каяшсене пытармалли проекта та асăнчĕ. Унпа куçа-куçăн курнăçнă май пассажирсене пĕр регионтан теприне илсе çÿремелли программа çитес çул та ĕçлессине, ИЛ-114 самолетсене хамăр çĕршывра серипе 2020 çул тĕлне туса кăларма пуçлассине пĕлтĕмĕр", — пĕлтерчĕ "Чăваш Ен" ПТРК директорĕ Екатерина Канюка.

М.АНДРЕЕВ