Чăваш Ен Конституцийĕ - 15 çулта

1 Раштав, 2015

Тăван республикăмăрăн Тĕп саккунне йышăннăранпа ĕнер 15 çул çитрĕ.

Раççей Федерацийĕн çĕнĕ Конституцине йышăннă /1993/ май республика Конституцине те тĕпрен çĕнетме тивнĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ 1994 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче 75-мĕш номерлĕ Указпа çĕнĕ Конституци проектне хатĕрлекен 21 çынран тăракан комисси йышне палăртнă. Тепĕр 9 уйăхран Конституци комиссийĕ Чăваш Республикин çĕнĕ Конституцийĕн хатĕр проектне Патшалăх Канашне тишкерме сĕннĕ. Сăмах май, республика парламентне унпа пĕрлех альтернативлă темиçе проект тăратнă.

Хатĕр проекта халăхпа анлăн сÿтсе явнă тата халăх итлевне ирттернĕ хыççăн - Патшалăх Канашне 1,5 пин ытла сĕнÿ-канаш тата тÿрлетÿ çитнĕ, право экспертизи хыççăн 8 официаллă юридици пĕтĕмлетĕвĕ тунă, ун хыççăн та хĕрÿ ĕç чарăнман - 2000 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин иккĕмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн 23-мĕш сессийĕнче 17 сехет те 20 минутра 74 сасăпа /хирĕç - 2/ Чăваш Республикин çĕнĕ Конституцине йышăннă. Вăл çав çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче юридици вăйне кĕнĕ, республикăшăн, унта пурăнакан халăхсемшĕн ĕçлеме пуçланă.