Чăваш Ен ‐ Итали: пĕрлехи ĕç яланах ÿсĕмлĕ

16 Юпа, 2015

Шупашкарта иртнĕ тĕлпулусем Раççейпе Италин ĕçлĕ çыхăнăвĕсене анлăлатрĕç

Октябрĕн 15-16-мĕшĕсенче Шупашкарта Раççейпе Итали хушшинчи пĕчĕк тата вăтам бизнес çыхăнăвĕсене йĕркелеме тунă ĕçлĕ ушкăнăн XXIV ларăвĕ иртрĕ. Ку тытăма 2002 çулта Раççей Президенчĕ В.Путин тата Италин Премьер-министрĕ С.Берлускони алă пусса çи­рĕплетнĕ килĕшĕве пурнăçа кĕртме, Раççейре промышленноç кластерне, экономикăн уйрăм талккăшне йĕркелес, регионсемпе предприятисен шайĕнче про­мышленноç кооперацийĕсем тăвас, пĕр-пĕрин хушшинчи наука-техника çыхăнăвне тĕрек­летес ĕçе витĕм кÿрес тĕллевпе никĕсленĕ. Чăваш Енпе Итали бизнесменĕсем тĕл пулса экономикăпа суту-илÿ хутшăнăвĕсем йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, импорт-экспорт çул-йĕрне шыранă.

Италирен Шупашкара 40 яхăн предприниматель килнĕ. Ларăва Раççейĕн 13 регионĕн бизнесменĕ, республикăри 20 ытла предприяти элчисем хутшăннă. Наци библиотекинче «çавра сĕтел» хушшинчи калаçусем иртнĕ. Вĕсенче машинăсем тăвассипе, энерги перекетлемелли, çутçанталăка упрамалли технологисене ĕçе кĕртессипе, электротехникăна аталантарассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă.

Ĕнер Правительство çуртĕнче ĕçлĕ ушкăнăн пĕрлехи ларăвĕ пулчĕ. Ăна ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин йĕркелесе ертсе пычĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта иртекен форума икĕ ен хушшинче ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме май паракан вырăн тесе хакларĕ. Республика пурнăçа кĕртекен инвестици политикипе паллаштарчĕ, ку енĕпе юлашки çулсенче тунă ÿсĕме палăртрĕ. Пирĕн предприятисен 20 проценчĕ инноваци продукцийĕ туса кăларать. Патшалăх пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма пулăшать. Уйрăммăн илсен индустрипе технологи паркĕсем тăваççĕ, производствăна çĕнĕ технологисем ĕçе кĕртеççĕ. ЧР çак тĕллевсене пурнăçлас тĕллевпе Раççей Правительстви ирттерекен конкурссене, пурнăçа кĕртекен программăсене хутшăнса федераци субсидисене тивĕçет. Предпринимательсене 600 ытла гектар çĕр лаптăкĕ уйăрнă. Малашне кунта производство об<екчĕсем çĕкленĕç.

М.Игнатьев Италирен килнĕ бизнесменсене продукци туса кăларма тытăнас тĕллевпе завод е цех валли çĕр уйăрас ыйтăва кĕске хушăра татса парассине пĕлтерчĕ. Иртнĕ 5 çул хушшинче республикăра инвестицин 100 проектне пурнăçа кĕртнĕ, производствăна 13 млрд тенкĕ явăçтарнă, пысăк технологиллĕ 12 пин ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре Испани, Германи, Серби, Япони, Итали компанийĕсем продукци туса кăлараççĕ.

М.Игнатьев Итали предприятийĕсен Чăваш Ен экономикинчи тÿпине те тишкерчĕ. Вĕсем республикăн шанчăклă партнерĕсем пулнине палăртрĕ. Пирĕн енчен Италипе «СУОР», «ТУС», «Пике» обществăсем тачă çыхăну йĕркеленĕ. Çĕнĕ Шупашкарти биологи тасатăвĕн предприятийĕ, ыттисем Италире туса кăларнă оборудованипе тухăçлă усă кураççĕ. «Эпĕ Итали компанийĕсене пирĕн республикăна, Раççее инвестици хывма, промышленноçа, ялхуçалăхне, строительствăна ÿсĕмлĕ технологисене ĕçе кĕртмешкĕн, туризм об<екчĕсем тумашкăн хутшăнма чĕнсе калатăп», - терĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Пĕрлехи ларура Раççей тата Итали предпринимательлĕхĕн элчисем сăмах каларĕç. РФ пĕчĕк тата вăтам бизнес агентствин гендиректорĕ тата омбудсменĕ Виктор Ермаков икĕ çĕршыври предприятисен çыхăнăвĕ çирĕпленнине палăртрĕ, Итали компанийĕсене чикĕ леш енче аталанма пулăшакан агентство элчи Джозафат Ригано Чăваш Ене рынок шырама бизнесменсем ятарласа килсе хăйсен вырăнне шыранине пĕлтерчĕ. Италипе Раççей Суту-илĕвĕн палатин Мускаври директорĕ Мариза Флорио Итали предпринимателĕсене производство йĕркелеме Раççей регионĕсене ятарласа çитме чĕнсе каларĕ.

«Çавра сĕтелсем» тавра иртнĕ калаçусене хутшăннисен ячĕпе секци ертÿçисем пĕлтерчĕç, икĕ ен пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарассипе тунă йышăнусемпе паллаштарчĕç. Юлашкинчен ĕç ушкăнĕн ларăвĕн протоколне Раççей тата Итали представителĕсем алă пусса çирĕплетрĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ

 

/Ĕçлĕ тĕлпулусем çинчен тĕп­лĕнрех - çитес кăларăмсенче./

Рубрика: