Чăваш Ен хăмла регионĕ пулĕ

20 Юпа, 2016

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Раççей Ял хуçалăх министерствин Ÿсентăран çитĕнтерессин, механизаци, химизаци тата ÿсентăрана хÿтĕлессин департаменчĕн директорĕпе Петр Чекмаревпа тата Апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç департаменчĕн директорĕпе Евгений Ахпашевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Калаçăва çавăн пекех республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăннă.

Тĕлпулура нумаях пулмасть Чăваш Ене Раççей ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Джамбулат Хатуов килсе кайнă май республикăра хăмла çитĕнтерессине аталантарас енĕпе калаçса татăлнă ыйтусене епле уçăмлатнине сÿтсе явнă. Енсем хăмлан тухăçлă та паха çĕнĕ сорчĕсене çитĕнтерессипе, çавăн пекех хăмла ÿстерессине аталантарма кирлĕ экономикăпа технологи условийĕсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене çĕкленĕ.

Михаил Игнатьев Раççей Ял хуçалăх министерствин ертÿлĕхне аграри отрасльне патшалăх енчен пулăшнăшăн тав тунă, çакă ял хуçалăх производствине ÿстермешкĕн пысăк пулăшу кÿрет.

«Çĕрулми туса илес енĕпе эсир лидерсем. Хăмла ÿстермелле. Пуçламăшĕ пур. Пирвайхи утăма тунă. Пирĕн Чăваш Енрен хăмла çитĕнтерекен тĕп регион тумалла», — пĕтĕмлетнĕ Петр Чекмарев.

Д.ВОЛКОВ