Чăваш Ен - ачасене пурăнма чи лайăх регионсен йышĕнче

16 Раштав, 2015

РФ Президенчĕ çумĕнчи Ача прависемпе ĕçлекен Уполномоченнăйăн Павел Астаховăн рейтингĕнче Чăваш Республики ачасене пурăнма чи лайăх 10 регион йышне кĕнĕ. Тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕпе омбудсмен раштавăн 15-мĕшĕнче ТАСС пресс-конференцийĕнче паллаштарнă.

Раççейре ачасене пурăнма чи хăтлă регионсен йышĕнче çавăн пекех Ханты-Манси автономи округĕ, Калуга тата Тюмень облаçĕсем. Топ-10 списокне Тутарстан, Чечен, Пушкăртстан, Чăваш Ен республикисем, Краснодар крайĕ, Воронеж тата Ленинград облаçĕсем.

Чăваш Ене Павел Астахов рейтингĕнче пысăк хак пани - республика ертÿлĕхĕ ачасене воспитани парассипе тата вĕсен аталанăвĕ валли условисем йĕркелессипе тĕллевлĕ ĕçленин кăтартăвĕ.

Аса илтеретпĕр: 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрă, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене çемьене вырнаçтарас тĕлĕшпе Чăваш Республики федерацин Атăлçи округĕнче чи малти виçĕ регион йышне кĕнĕ.

И.ВЛАДИМИРОВА

Рубрика: