Чăваш ачисем спорт аэробикин Раççей ăмăртăвĕнче палăрнă

17 Авăн, 2018

Спорт аэробикин Чăваш Енри федерацийĕн ертÿçи Оксана Дьячук ертсе пынипе регионти пĕрлештернĕ ушкăн авăн уйăхĕн 13-15-мĕшĕсенче Раççей шайĕнче иртекен «АэроСочи – 2018» III-мĕш фестивале хутшăннă.

Раççейри аэробикăн чи пысăк тупăшăвĕ Сичири «Адлер-Арена» спорт комплексĕнче иртнĕ. Раççей, Эстони, Азербайджан, ДНР çĕршывĕсенчен 400 ытла спортсмен хутшăннă унта.

Ăмăртура Чăваш Ен команди те лайăх кăтартусемпе палăрнă. 12-14 çулсенчи ушкăнра «трио» номинацире Дарья Кокшина, Анна Токманова тата Карина Григорьева 2-мĕш вырăн йышăннă. «Ушкăнпа» вĕсемпе пĕрле Дарья Красновăпа Ксения Илюхина та пултарулăхне кăтартнă. Хĕрсем «ылтăна» тивĕçнĕ.

Сочирех спорт аэробикипе ăмăрту та иртнĕ. Уйрăмшарăн тупăшса Артем Алексеев мала тухнă. Ксения Илюхинăпа пĕрле вĕсем тепĕр ылтăна тивĕçнĕ. Дарья Кокшина та республика командин пухмачне бронзăпа пуянлатнă.

Рубрика: 

Комментари хушас