ЧĂТМА ÇУК ÇИЕС КИЛЕТ

23 Юпа, 2014

Хăш чухне чăтма çук мĕн те пулин çиес килет, анчах пĕр-пĕр сăлтава пула юрамасть. Мĕн тумалла-ха? Çавăн пекех тутлă урăх апат çимелле.

Тăварпа сахăр вырăнне

  • Тăвар вырăнне /вăл чылай çимĕçре унсăрах пур /ешĕл, тÿнĕ пăрăç, ыхра, типĕ горчица, иçĕм эрехĕ, импĕр, мускат мăйăрĕ, лимон сĕткенĕ, майоран, чапăр, хаяр ути, розмарин, пĕтнĕк хушма юрать.
  • Курăксен пуххи: пĕр виçепе типĕтнĕ кинзăна, йĕтĕнĕн ăшаланă вăррине, типĕтнĕ пылак пăрăçа хутăштармалла. Питĕ усăллă, тутлă, тăвартан нимĕнпе те кая мар.
  • Паха пыл. Вăл юрать пулсан сахăр вырăнне усă курмалла.
  • Стеви /пыл курăкĕ/. Унăн çулçин экстракчĕ пылак виçипе сахăртан 200 хут ирттерет, калори вара унра пачах çук.

Пылак юратакансене

Пылак /торт, пирожнăй, вафли, кекс/ суйланă чухне сывлăхшăн, кĕлеткешĕн чи сиенлисем çупа сахăр нумаййисем пулнине шута илĕр. Вĕсем вырăнне мĕн çимелле-ха?

  • Çăмарта шуррипе тата улма-çырла нимĕрĕпе усă курса хатĕрленĕ зефирпа мармелад. Вĕсенче çу çук.
  • Желене улма-çырла сĕткенĕпе нимĕрĕнчен хатĕрлеççĕ. Вĕсенче вар-хырăм ĕçне лайăхлатма пулăшакан пектин пур.
  • Çуллă мар морженăй виçеллĕ çини начарланма витĕм кÿрет. Усăллăрах пулма унта улма-çырла хушма юрать.
  • Коктейль хатĕрлеме çăра мар сĕтпе е сĕт мороженăйпа кăна усă курмалла. Паллах, вăл калориллĕ, анчах унра çу сахал. Сĕт коктейльне те улма-çырла хушма юрать.
  • Шăккалат кăштах юрать. Калори чи сахаллисем - тĕксĕм тата йÿçĕ шăккалатсем. Тем те пĕр хушнă шăккалат батончикне питĕ сайра кăна çиме юрать.

Какай пекех

Организма белокпа какай кăна мар, усăллă ытти çимĕçсем те тивĕçтерме пултараççĕ.

nПăрçа йышшисем /шалча пăрçи, нимĕç пăрçи, соя, пăрçа/ - ÿсен-тăран белокĕн çăл куçĕсем. Вĕсем тата сахал калориллĕ, аминойÿçексемпе, микроэлементсемпе пуян. Соя вара белок виçипе /40%/ какайран та ирттерет. Организм унăн белокĕн 90% лайăх йышăнать. Какай вырăнне пăрçа йышшисене кăна çисен темиçе эрнерен юнри холестерин шайĕ чакать. Анчах çакна шута илмелле: хăшĕсене вăл юрамасть, çавăнпа рациона кĕртиччен тухтăрпа канашлани пăсмасть.

  • Тăпăрча чĕрĕлле çимелле. Рационра какай çук пулсан кунне 50 грамм тăпăрчă çимелле.
  • Мăйăр та какая улăштарма пултарать. Анчах ан манăр: вăл питĕ калориллĕ. Кĕлеткене сиен кÿрес мар тесен кешью тата аçтăрхан мăйăрĕ /100 грамра 600-650 килокалори/ çиме юрать..
  • Хура тул белок виçипе пăрçа йышшисенчен кăна каярах. Унсăр пуçне хура тул кĕрпи диета çимĕçĕ пулнипе палăрса тăрать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.