Чăрмавсем хăратмаççĕ

10 Юпа, 2016

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев СССР тата Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕпе, РФ тата ЧР физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Михаил Кузнецовпа тата тĕнче, Европа чемпионкипе, хăвăрт утас енĕпе Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕпе Олимпиада Ивановăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Республика Пуçлăхĕ çăмăл атлетсене хатĕрлемелли условисемпе кăсăкланнă, спортсменсен тренировка базине лайăхлатмалли шухăшне палăртнă. Михаил Кузнецов каланă тăрăх — сезонсен хушшинчи тапхăрта, официаллă ăмăртусем çук чухне, спортсменсем çĕнĕ спорт сезонĕнче тупăшма хатĕрленсе тренировкăсем ирттереççĕ. «Эпир çитес Олимп вăййисене хатĕрленесшĕн. Чăрмавсем пирĕншĕн чару мар. Тата та çине тăрарах хатĕрленĕпĕр — Раççей кăтартăвĕсем тĕнче шайĕнчи стартсенче тата лайăхрах пулччăр», — тенĕ тава тивĕçлĕ тренер.

Олимпиада Иванова тренерсен те, спортсменсен те кĕрешес кăмăл пысăккине палăртнă. «Патшалăх политики паллă: пирĕн профессионал спортсменсен хатĕрленÿ шайне чакарма юра-масть», — пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев. Тĕлпулура массăллă спорта тата пысăк çитĕнÿсен спортне аталантармашкăн Шупашкар хулин спорт инфратытăмне çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусе-не сÿтсе явнă.