Чакнă теççĕ...

5 Юпа, 2015

ЧР Сывлăх сыхлав министерствипе аптекăсем кăçалхи пушăн 6-мĕшĕнче алă пуснă килĕшĕвĕн тĕп шăнăрĕ - пурнăçшăн уйрăмах кирлисен йышне кĕмен тата халăх чи тăтăш илекен 50 тĕрлĕ эмел хакне эрнесерен тĕрĕслесе тăрасси. Вĕсен кăтартăвĕсемпе министерствăн официаллă сайтĕнче паллашма пулать. Тăтăш тишкерни кăçалхи кăрлач уйăхĕнчипе танлаштарсан авăнăн 18-мĕшĕ тĕлне хаксем 2,2 процент чухлĕ чакнине кăтартать.

Сывлăх министерстви эмел хакĕсене палăртнă чи пысăк виçерен ирттересрен те сыхласах тăрать. Кăçалхи 8 уйăхра республикăра эмел сутакан 18 юридици сăпачĕ тĕлĕшĕпе тĕрĕслев ирттернĕ. Пурнăçшăн уйрăмах кирлĕ препаратсем тĕлĕшпе хак ытлашшипех ÿсменнине палăртмалла.

Эмел хакĕсене эрнесерен тĕрĕсленине, вĕсене май пур таран йÿнĕрех тытса тăма тăрăшнине, çынсене пахалăхлă препаратсемпе çеç тивĕçтерес тĕллевлине республикăри МИХсене тунтикун «Фармация» ĕçченĕсем каласа кăтартрĕç.

- Пурнăçшăн уйрăмах кирлисен хакне патшалăх йĕркелесе тăрать. Унсăр пуçне çак списока кĕмен, анчах çынсене вĕсенчен кая мар кирлисем, тăтăш туянаканнисем пур. Вĕсене те тивĕçлĕ шайра тытма тăрăшатпăр. Хаксем çулталăк пуçламăшĕнче хăпарчĕç те халĕ пĕр шайрах тăраççĕ темелле, - терĕ 6-мĕш аптека заведующийĕ Наталия Петрова.

«Фармация» директорĕ Валерий Филимонов та эмеле чи йÿнĕ сĕнекенсемпе ĕçлеме тăрăшнине калать. Паян асăннă препарата камран туянасса компьютер палăртать. 80 пин тĕрлĕ эмел ку е вăл çĕрте йÿнĕреххине çын танлаштарса ĕлкĕрейменнине систерет вăл.

Сăмах май, туянас текен пĕр-пĕр эмеле çывăхри хăш аптекăра йÿнĕрех сĕннине халĕ килте ларсах пĕлме пулать. Анчах кун валли компьютерпа Интернет кирлĕ. Ятарлă «Спутник» программа ку е вăл эмел çывăхри хăш аптекăра пуррине, ăна мĕн хакпа сĕннине пĕлтерĕ. Ку çĕнĕлĕх нумаях пулмасть çеç вăя кĕнĕ-ха. Малашне чылай çынна çăмăллăх кÿрĕ вăл.

Татьяна НАУМОВА.

Рубрика: