Чăххисене çăмарти-мĕнĕпех

14 Çу, 2015

Çĕнтерÿ кунĕнче Вăрмар районĕн тĕп больницинче кăкăрĕнчен çĕçĕпе чиксе амантнă 48 çулти арçыннăн чĕри тапма чарăннă. Асăннă тĕслĕх тĕлĕшпе йĕрке хуралçисем уголовлă ĕç пуçарнă.

Следовательсен шухăшĕпе, Çĕнĕ Кинчер арçыннине Çÿлти Кинчер ялĕнче пурăнакан 32 çулти арçын вĕлернĕ. Халĕ ăна тытса чарнă, судченех ирĕксĕр хăварасси пирки шухăшлаççĕ. Официаллă верси тăрăх, май уйăхĕн 9-мĕшĕнче çакскерсем Аслă Пинер ялĕ çумĕнче харкашса кайнă. Çамрăкраххи аслине кăкăрĕ тĕлĕнчен çĕçĕпе яшлаттарнă. Хур курнин хут уйăрттарман арăмĕпе пĕртăванĕ юнашарах пулнă, шăпах вĕсем йывăр аманнăскере больницăна леçнĕ. Анчах, шел те, тухтăрсем ăна çăлса хăварайман. Харкашу мĕншĕн пуçланни те паллă: май уйăхĕн пуçламăшĕнче 32-ри арçын Çĕнĕ Кинчер ялĕнче пурăнакан хĕрарăм хуçалăхĕнчен виçĕ чăх тата пĕр витре çăмарта вăрланă. Сăтăр курнă кил хуçи хĕрарăмĕ вăрăпа Çĕнтерÿ кунĕнче курнăçма калаçса татăлнă, тĕл пулсан вара йăлтах тавăрса пама ыйтнă. Арçынна ку пачах килĕшмен - вăл çĕçĕ туртса кăларнă та "ыйтăва татнă": хĕрарăмăн саккунсăр упăшкине чикнĕ. Уголовлă ĕçе малалла тишкереççĕ.

Рубрика: